Хисепе тивĕçлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2021, 11:35 Просмотров: 295

Пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче тимлекен Ирина Николаевна Васильева тухтăр пулмах çуралнă. Професси тĕлĕшĕнчен ăста вăл, кăмăлĕ те çав тери ырă. Çынсене сыватассишĕн ырми-канми тăрăшать.

Шкул пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. 2009 çулта алла диплом илнĕ, пĕлĕве интернатурăра ÿстернĕ. Ун хыççăн пархатарлă ĕçе пысăк туйăмпа, ĕмĕтпе кÿлĕннĕ. 2013 çултанпа Вăрнар район тĕп больницин пĕтĕмĕшле (çемье) врач практикин уйрăмĕн тухтăрĕнче вăй хурать.

Ун пирки ырă сăмахсем каланине кăна илтме пулать% тарăн пĕлÿллĕ, ĕçре питĕ пултаруллă, халăхпа вашават, пациентсен ыйтăвĕсене витĕмлĕ тивĕçтерме тăрăшать, тĕрĕс сĕнÿсем парать.

Пысăк тивĕçсем, кулленхи тимлĕх çăмăл мар ĕçе кунне-çĕрне пĕлмесĕр пурнăçлама хистеççĕ.

Графикпа килĕшÿллĕн кашни тунтикун Ирина Васильева Санарпуç ялĕнчи офисра çынсене йышăнать. Сывлăх пирки тĕплĕн ыйтса пĕлме тăрăшать. Ăна медицина сестрисем Анжела Ластухинăпа Раиса Капралова тивĕçлĕ пулăшу парса пыраççĕ.

Палăртмалла, Ирина Васильевăпа Анжела Ластухина 19 ялти çынсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Медицина ĕçченĕсем – чăн-чăн ĕç паттăрĕсем. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн паянхи çăмăл мар вăхăтра уйрăмах питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Пире сыватакансене ял-йыш çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кун-çул, çемьере килĕшÿ, ĕçре пысăк çитĕнÿ сунать.

А.ФИЛИМОНОВА.

Санарпуç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика