Çар çынни пулма ĕмĕтленет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2021, 11:35 Просмотров: 309

Совет Союзĕн Геройĕ А.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче хамăр тăрăхран кăна мар, кÿршĕри регионсенчен те чи маттур яшсем пĕлÿ илеççĕ. Воспитанниксен професси хатĕрленĕвĕ енĕпе Раççей Сывлăш-космос Вăйĕсен Тĕп командованийĕ шефство тытса пырать. Апла пулсан вĕрентÿ учрежденийĕнче Раççей çарĕн ку тĕсĕ валли пултаруллă специалистсем хатĕрлеме тĕллев лартаççĕ.

Пирĕн кадетсем чăннипех хастар: вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, обществăлла пурнăçĕ те вĕсен пуян. Çакăнпа пĕрлех çĕршыва хÿтĕлесси хăйсен пурнăç тивĕçĕ тесе шутлаççĕ, çар ĕçне пысăк яваплăхпа хăнăхаççĕ. Акă, 2-мĕш взводра (11 «Б» класс) Даниил Краснов кадет ăнăçлă вĕренсе пырать. Çар çынни пулма ĕмĕтленекен каччă Вăрнар районĕнчен. Пуçламăш классенче Вăрнарти 2-мĕш шкулта пĕлÿ пухнă.

Кадет корпусĕнче вĕреннĕ вăхăтра Даниил хăйне лайăх енчен çеç кăтартрĕ. Дисциплинăна çирĕп пăхăнать, хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, лайăх паллăсемпе, тăрăшуллă вĕренсе пырать. Атăлçи федераллă округăн Чулхула облаçĕнче вырнаçнă «Гвардеец» вĕренÿпе методика центрĕ çумĕнче çар сборĕсенче пулчĕ. Кунта çар служби енĕпе строй, хĕçпăшал тата ятарлă тактика хатĕрленĕвĕ витĕр тухрĕ. Вăрнар каччи олимпиадăсемпе викторина-конкурссене активлă хутшăнать, кадет корпусĕнче иртекен спортпа культура мероприятийĕсенче пултарулăхпа палăрать. Унăн ĕмĕчĕ – Раççей аслă çар заведенине кĕресси. Тĕллевне пурнăçлама пысăк хавхаланупа, ăнтăлупа хатĕрленет.

Кадет корпусĕн командирĕсем Даниил тĕрĕс воспитани илнинче ашшĕ-амăшĕн тата вăл маларах пĕлÿ пухнă пĕтĕмĕшле шкул педагогĕсен тÿпи пысăккине уйрăммăн палăртаççĕ.

А.ЖИЛОВ,

Чăваш кадет

корпусĕн 1-мĕш взвод командирĕ тинĕс пехотин

запасри подполковникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика