Культура вучахĕсем малашне те ялкăшчăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2021, 11:36 Просмотров: 303

Паянхи пурнăç культура учрежденийĕсене çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Клубсемпе библиотекăсен, музейсен халăха илĕртес тесен тĕрлĕрен меслетсем шырама тивет. Хăвăрт аталанса пыракан технологисен ĕмĕрĕнче культура ĕçченĕсен те вăхăтпа тан пымалла, куракана çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтермелле. Вĕсен тĕп тивĕçĕ яланхи пекех – халăхăн культура шайне çĕклесси, ĕлĕкхи йăла-йĕркене упраса хăварасси, халăха савăнăç, чун апачĕ парнелесси. Районти культура тытăмĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме район администрацийĕн культурăпа национальноçсен ĕçĕсен тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхне Ирина АЛЕКСЕЕВАНА ыйтрăмăр.

– Ирина Олеговна, 2020 çул хыçа юлчĕ. Мĕнлерех пулчĕ вăл культура тытăмĕшĕн, мĕнле пулăмсемпе асра юлчĕ;

– Ман шутпа, иртнĕ çул пуриншĕн те çăмăл пулмарĕ. Çĕнĕ коронавирус чирĕ культура учрежденийĕсен ĕç-хĕлне те самаях улăштарчĕ. Апла пулин те пурнăç малаллах тăсăлать. Пуш уйăхĕнчен тытăнса авăн уйăхĕччен мĕнпур мероприятие онлайн-мелпе ирттерме тиврĕ, Интернет уçлăхĕнче чылай мероприяти, акци, конкурс пулчĕ.

2020 çула Раççейре Асăнупа Мухтав çулталăкĕ тесе палăртнăччĕ, çавăн пекех Аслă вăрçă вĕçленнĕренпе 75 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявларăмăр. Çак паллă пулăмсемпе çыхăннă мероприятисем уйрăмах йышлă пулчĕç.

Районти культура çуртĕнче Асăнупа Мухтав çулталăкне чаплă лару-тăрура уçрăмăр, унтан Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Владимир Михайлова халалланă концерт, Афганистанран çарсене кăларнă тата салтак-интернационалистсен, Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕсем ячĕпе хатĕрленĕ мероприятисем йăлана кĕнĕ форматпа иртрĕç. Нарăс уйăхĕн юлашки кунĕнче Вăрнарти тĕп площадьре хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илтĕмĕр. Хыççăн вара пĕтĕмпех онлайн-мел çине куçма тиврĕ.

Районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсем тĕрлĕрен фестивальсемпе конкурссене хутшăнчĕç% «Çĕнтерÿ салючĕ», «Чăваш сувенирĕ», «Чăваш ен чечекĕсем» тата ытти те.

Коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула 1941–1945 çулсенчи Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине те онлайн мелпе уявлама тиврĕ% районта «Çĕнтерÿ чÿречисем», «Çĕнтерÿ хунарĕсем», «Мирлĕ чÿречесем», «Вилĕмсĕр полк – килте», «Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе – 75 юрă», «Эпĕ астăватăп», «Эпĕ мăнаçланатăп» акцисем иртрĕç.

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă «Чапа тух, Чăваш ен!» акцие те хаваспах хутшăнтăмăр. Районти культура çурчĕн коллективĕ Вăрнар район гимнне тулли кăмăлпа, мăнаçлăн шăрантарчĕ.

Авăн уйăхĕнче Смоленск хулинче Пĕтĕм Раççейри фольклор коллективĕсен «Йăласем» конкурсĕ иртрĕ. Унта Ярмушкари «Шурăмпуç» фольклор ансамблĕ хутшăнчĕ, туй йăли-йĕркине кăтартрĕ, I степеньлĕ Диплома тивĕçрĕ.

Вăрнарти историпе краеведени музейĕ те курав ĕçне туллин йĕркелесе пычĕ. Онлайн форматри ĕç-хĕле Вăрнар районĕн, район хаçачĕн, централизациленĕ клуб системин сайчĕсем туллин çутатрĕç, социаллă сетьсенче те ку хыпарсемпе паллашма май пулчĕ.

«Музей-вокзал» проекта халăх хапăлласа йышăннине палăртмалла. Вăрнарти чукун çул вокзалĕн кĕтмелли залĕнче музей заведующийĕ Елена Шарипова тăтăшах куравсем йĕркелерĕ. Район çыннисем тата пассажирсем художниксен картинисене, ачасен ÿкерчĕкĕсене, кăсăклă фотосене курса савăнчĕç.

Тата тепĕр лайăх пулăм вăл – тава тивĕçлĕ культура ĕçчÇенĕсен йышĕ хушăнни. Чăваш Республикин Указĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче Вăрнарти ÿнер шкулĕн преподавательне Елена Сухаревана «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята пачĕç. Елена Алексеевнана тепĕр хут саламлатăп, малашне те çитĕнÿсем тума сунатăп.

– Ирина Олеговна, районти клубсем çулсеренех юсав ĕçĕсене пула çĕнелсе, илемленсе пыраççĕ. Иртнĕ çулта хăш ялсенчи культура вучахĕсенче юсавсем иртрĕç;

– Пĕлтĕр пăртассен савăнăçĕ тулли пулчĕ. Çĕнĕ çул умĕн ялта 150 çын вырнаçмалăх çĕнĕ клуб хута кайрĕ. Вăл «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланчĕ. Çак çуртра библиотека, курав залĕ, кружок ĕçне йĕркелемелли тата артистсен пÿлĕмĕсем вырнаçрĕç. Çĕнĕ культура çурчĕ халăхăн обществăлла тата культурăллă пурнăçне пуянлатма пулăшасса, ачасемпе çитĕннисен пушă вăхăтне усăллă ирттермелли, пултарулăхне аталантармалли вырăнĕ пуласса шанас килет.

«Единая Россия» партин «Вырăнти культура çурчĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн Кульцаври культура çуртĕнче шалти юсав ĕçĕсем иртрĕç. Çавăн пекех Кушар Юнтапа ял клубĕ валли сасă усилителĕ туянтăмăр.

2020 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн Кÿстÿмĕрти, Санарпуçĕнчи, Элмен Сунарти, Çĕрпелти культура çурчĕсене юсарăмăр. Хапăсри, Санарпуçĕнчи, Чăрăш Ишекри клубсем музыка аппаратурипе, ноутбукпа, проекторпа, экранпа пуянланчĕç, районти культура çурчĕ валли музыка оборудованийĕ туяннă.

Мăн Явăшри, Мăн Турханти, Калининăри ял тата районти тĕп библиотекăсем юсавра çĕнелчĕç. Çак тата Кÿстÿмĕрти, Çĕньял Хапăсри библиотекăсем валли çĕнĕ стеллажсем тата сĕтел-пукан туяннă.

Районти библиотекăсен кĕнеке фончĕ 2 млн тенке яхăн пуянланчĕ. Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕнче те юсав ĕçĕсем пурнăçланчĕç.

Çакна та палăртса хăварам, районти 7 çар çыннин вилтăприйĕсем çинче (воинские захоронения) асăну плитисене улăштартăмăр, асăну паллисем вырнаçтартăмăр, вилтăпри тавра плитка сарса хăтлăлатрăмăр. Ку ĕçсем 2019–2024 çула йышăннă федераллă программăпа пурнăçланчĕç.

– Паянхи кун тухса тăракан мĕнлерех çивĕч ыйтусене палăртса хăварнă пулăттăр;

– Çивĕч ыйтусем яланах пур вĕсем. Акă, районти историпе краеведени халăх музейне хушма пÿлĕмсем кирлĕ. Вĕсенче музей фондне упрама пулать тата çĕнĕ залсем уçсан питĕ аванччĕ. Вăрнар район историне сăнлакан тата Аслă вăрçа халалланă уйрăм залсем пулсан тем пекехчĕ.

Тепĕр ыйту вăл кадрсемпе çыхăннă. Районта аккомпаниаторсем пулманни мероприятисене ирттерме чăрмав кÿрет.

Çавăн пекех районта юсав ĕçĕсем кĕтекен тата пурлăх базине пуянлатас текен ял клубĕсем те пур-ха...

Çав-çавах культура учрежденийĕсен хăйсен ĕç-хĕлне малалла йĕркелесе пымалла, çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртмелле, халăха культура пурнăçне анлăрах явăçтармалла. Çак тĕллевсене пурнăçласа малалла та ĕçлĕпĕр.

– Калаçушăн тавтапуç.

Елена АНИСИМОВА

калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика