Пирĕн районта та ĕç анлă сарăлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2021, 11:36 Просмотров: 295

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертÿçĕ должноçне йы-шăннă хыççăн пĕрремĕш хут Патшалăх Канашне Çырупа тух-рĕ. Малашлăх аталану çул-йĕрне палăртакан документа влаç органĕсем те, общественноç та, ахаль çынсем те шанăçпа кĕтрĕç.

Çырăвăн пĕрремĕш пайĕ пурнăçланă ĕçсен хăйнеевĕрлĕ пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Олег Алексеевич республика аталанăвĕн мĕнпур сферинче йышăннă мерăсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама тытăннăранпа тата суйлавпа ку должноçе кĕнĕренпе çулталăк иртрĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та республика çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн тата ăнăçлăхне ÿстерессишĕн влаçри пĕрремĕш çул ирттернĕ ĕçе хăй мĕнле хакланине итлеме çав тери кăсăклă пулчĕ.

Регион ертÿçи яр уççăн çирĕплетрĕ% республика калăпăшлă аталану, ÿсĕм патне талпăнать. Конкретлă тĕллевсем лартнă, вĕсене пурнăçа кĕртмелли вăхăт та уçăмлă. Вĕсем хушшинче экономика ÿсĕмĕн шайне хăпартассипе, ял-хула инфраструктурине çĕнетессипе, тивĕçтерÿсен сферине цифрăлассипе тата ыттипе çыхăннисем кăна мар. Палăртма кăмăллă, Çырура çутатнă тĕп задачăсенче чи малтанах социаллă ыйтусене татса парасси тĕп вырăна тухать. Олег Николаев пурнăç пахалăхне ÿстерес тĕллевлĕ конкретлă мероприятисене, палăртни патне çитмелли вăхăта асăнчĕ.

Çакăн пек пĕрремĕшле задачăсенчен пĕри – Чăваш ен çыннисене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси. Республика Пуçлăхĕ яваплă ведомствăсем умне лартнă тĕллев уçăмлă% çывăх вăхăтра проектпа смета документацийĕсене хатĕрлессине вĕçлемелле, шывпа тивĕçтерекен системăсен çĕнетĕвĕпе юсавне пуçăнмалла. Ку енĕпе пирĕн районта та ĕç анлă сарăлĕ. Мероприятисене республикăн (çав шутра – районăн та) 2020–2025 çуллăх социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн, «Экологи» наци проекчĕн «Таса шыв» регион проекчĕ пулăшнипе, пилĕкçуллăх тапхăрта Калинино, Ершепуç, Аçăмçырми, Упнер ял поселенийĕсенче пĕччен скважинăсем çинче шыв хатĕрлевĕн вырăнти станцийĕсен строительствине, Вăрнар поселокĕнче, Мăн Элменпе Çĕньял Хапăс ялĕнче шыв системин çĕнетĕвне палăртаççĕ. Поселенисен харпăр хăй бюджет тупăшĕ çителĕксĕррине кура, Программăра министерствăсене ку объектсене республикăн инвестици программине кĕртес ыйтупа ĕçлеме сĕннĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика