«Броневикăн» çĕнĕ ертÿçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2021, 11:37 Просмотров: 308

Ку эрнере «Броневик» ял хуçалăх производство кооперативĕнче отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ.

Хуçалăх ертÿçи Владислав Репин сăмах илнĕ май кашни отрасле тĕплĕн тишкернĕ. «Броневик» кооператив тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтерессипе, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетессипе тăрăшать. Пĕлтĕр усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 1518,3 центнер сĕт (е пĕлтĕрхинчен 108,5 процент нумайрах) тата 32,3 центнер аш-пăш туса илнĕ. Кооперативра мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ иртнĕ çул 52 пуç, çав шутра ĕнесен шучĕ 20 пуç ÿснĕ.

Ертÿçĕ кăçал мехпарка пуянлатма трактор тата вăрлăха им-çамлакан техника туянма палăртнине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех сĕт-çу ферминче те пурнăçламалли ĕçсем пур. Планра – 68 пуç вырнаçмалăх ĕне витине çĕнетсе улăштарасси.

Пухура çĕнĕ ертÿçĕ суйланă. Малалла хуçалăх тилхепине Галина Алексеева тытса пырĕ. Каласа хăвармалла, Галина Валерьевна нумай çул çак кооперативра бухгалтерта ĕçленĕ.

Владислав Репин кооператив членĕсене пĕрле тăрăшуллă та тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă, хуçалăха малалла та аталану çулĕпе пыма суннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика