Мехпарк пуянланать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2021, 11:37 Просмотров: 317

Техника – ял хуçалăх чĕри, çавăнпа та мехпарка пуянлатасси тĕп вырăн йышăнать. Патшалăх пулăшăвне пула энергипе ресурс перекетлекен техника туянма ансатрах.

Çулталăк пуçланнăранпа виçĕ хуçалăхра мехпарксене çĕнетнĕ. «Мураты» тата Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсем икшер «Беларус – 82,1» трактор туяннă. «Мураты» мехпаркĕ погрузчикпа та пуянланнă. Ку техника çĕрулми кĕлетĕнче тăрăшнă чух ĕçе механизацилеме пулăшĕ. Валентин Павлов фермер хуçалăхĕ прицеплă опрыскиватель туяннă. Çапла вара кăçал ял хуçалăх организацийĕсен мехпаркĕсем пĕтĕмпе 8 млн та 836 пин тенкĕлĕх çĕнелнĕ.

– Нарăс–пуш уйăхĕсенче Карл Маркс ячĕллĕ кооператива тĕштырă çапса тĕшĕлекен çĕнĕ «Агрос – 585» комбайн илсе килмелле. Валентин Павлов фермер хуçалăхĕ те çак уй-хир карапĕпе пуянланмалла. Калас пулать, иртнĕ çул районти ял хуçалăх организацийĕсем 207 миллион тенкĕлĕх 60 техника туяннă. Ку кăтарту 2019 çулхинчен чылай пысăкрах. Хамăр çĕршывра кăларнă ял хуçалăх машинисене туяннăшăн патшалăх тăкакăн 40 процентне субсидилет, çавăнпа та аграрисем мехпарксене пуянлатассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, – терĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Денис Константинов.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика