Тĕллевлĕ ĕçсем паллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2021, 11:38 Просмотров: 480

Февралĕн 2-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ.

Халăхпа пĕрле вĕрсе хапха уçма пултарнине Олег Алексеевич Чăваш енре пурăнакансем вăрçă çулĕсенче Сăр тата Хусан енче окоп чавнипе çыхăнтарчĕ. Тĕлĕнмелле пысăк тата паттăрла ĕç. «Эпир вара – çав çынсен тĕпкĕчĕсем, пĕрле пулсан темĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр», – терĕ вăл умри тĕллевсене пурнăçламаллине палăртнă май.

Пĕрлĕхе çирĕплетекенни – пуриншĕн те хаяр тĕрĕслев пулса тăнă пандеми. Чи малтан Чăваш ен Пуçлăхĕ çĕршыври лару-тăру çинчен аса илсе хăварчĕ, коронавирус çынсен пурнăçне чылай татнине палăртрĕ. Тухтăрсем пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парса COVID-19 чирпе аптранă 17 пин ытла çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Пархатарлă ĕçсемшĕн сиплев учрежденийĕсенче тăрăшакан мĕнпур медицина ĕçченне ырласа тав сăмахĕсем каларĕ.

Çивĕч ыйтусен шутĕнче – пурнăçри йывăр лару-тăрури çынсене пулăшасси. Пандеми условийĕсенче федераци шайĕнче ку енĕпе чылай йышăну тунă. Уйăрнă укçа-тенкĕ виçи – 6 млрд тенке яхăн. Республика шайĕнчи мерăсем те курăмлă% пурăнма кирлĕ виçене пĕчĕклетменни, социаллă тÿлевсене индексацилени, амăшĕн капиталне пысăклатни, 16 пине яхăн ачана шкула кайма хатĕрлеме тÿлев пани. Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 5 тата ытларах ачаллă çемьесене уйăхсерен паракан пособисене пысăклатнă. Халĕ вара пулăшăвăн мĕнпур мерине индексацилеме хушнă. Сахал тупăшлă çемьесене пулăшасси те тĕп вырăнта. Тĕллев – 2025 çул тĕлне республикăри чухăнлăх шайне 14,3 процент таран чакармалла (халĕ вăл 17,4 процент шайĕнче).

Пысăк пĕлтерĕшлĕ сфера – вĕрентÿ. Пĕлтĕр республикăра 7 ача сачĕ уçнă, кăçал тата 9-шне хута ямалла. «Ÿсĕм вырăнĕ» центрсем уçăлмалла (иртнĕ çул 60 ытла çакăн пек центр алăкĕсене уçнă). Культура çине те çулсерен пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр ку тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçланă. Вăл шутра – пирĕн районти Пăртасра çĕнĕ клуб уçни те.

Çÿлерех палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме вăйлă экономика кирлĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул пуçаруллă ĕçленĕ – социаллă пурнăçпа комплекслă программăна, 2035 çулчченхи стратегие хатĕрленĕ. Экономикăна аталантарас тесен бизнеса вăй илтермелле, çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçмалла, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлемелле. Инвестици илĕртÿлĕхне аталантарни те тĕп вырăнта. Агропромышленность пайĕ çулсерен ÿссе, вăй илсе пырать. Уйрăмах пирĕн тăрăхра хăмла лартса çитĕнтерме чаплă условисем пуррине асăнса хăварчĕ республика Пуçлăхĕ. «Çĕрулми лартса çитĕнтерессипе, паха вăрлăхсем хатĕрлессипе регион лайăх ĕçлет, апла пулсан, ку енпе те малалла ĕçлемелли чылай.

Малашлăх – пултаруллă кадрсенче. Акă, мĕншĕн Олег Алексеевич республикăна çитес çулсенче хăш профессисемпе мĕнле кадрсем кирлĕ пулассине тĕплĕн тишкерме, вĕрентÿ организацийĕсен программисене çĕнетме хушрĕ. Шкулсенче профильлĕ классем йĕркелени вырăнлă, экономикăра тата социаллă сферăра кирлĕ специальноçсемпе вĕренме çамрăксене тĕллевлĕн йышăнмалла.

Олег Николаев çавăн пекех экологи ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Ĕçмелли пахалăхлă таса шывпа тивĕçтерессипе, авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарассипе, туризмпа çыхăннă ыйтусене те тимлĕх уйăрчĕ. Пысăк тĕллев – пурăнмалли çурт-йĕр строительствине ÿстересси.

Олег Николаев специалистсем хатĕрлессипе, спорта, культурăна, çул-йĕрпе строительствăна, туризма аталантарассипе, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе, цифровизаципе палăртнă ыйтусем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсене халалланă. Апла пулсан, палăртса хунă мĕнпур мероприятисене туллин тата кирлĕ шайра йĕркелесе ирттермелле. Кунсăр пуçне вăрçă ачисем те тимлĕхре пулмалла.

Социаллă çăмăллăхсене илес пулсан, «вăрçă ачисен» статусне илнĕ граждансем малашне укçан пулăшу та илĕç. Вăл çакна республика бюджетне пирвайхи хут тÿрлетÿ кĕртнĕ чухнех шута илме хушрĕ. «Вăрçă ачисем» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тÿленĕ чухне те çăмăллăхсемпе усă курĕç.

Çырăва кĕртнĕ мĕнпур тĕллевсем республика аталанăвне витĕм кÿреççĕ. Вĕсене туллин пурнăçласан çитĕнÿсем пулаççех.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика