Владимир ПУТИН: «Çынсен тупăшне ÿстересси – тĕп тĕллевсен шутĕнче»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.12.2017, 15:59 Просмотров: 501

Раççей Президенчĕн шучĕпе вун виççĕмĕш пресс-конференцине, çулталăка пĕтĕмлетессине халалланăскерне, çĕршыври тата чикĕ леш енчи 1,6 пин ытла журналист аккредитациленнĕ – чăннипех рекорд. Унта Чăваш енри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем те пулнă.

Пресс-конференцие Америкăри «Си-Эн-Эн» телекомпани те тÿррĕнех трансляциленĕ – пĕтĕм тĕнчипе интерес пысăкки куç кĕрет.

Вăхăта илес-тĕк – хальчченхи рекорд 2008 çулта пулнă, ун чухне пресс-конференци 4 сехет те 40 минут тăсăлнă, Владимир Путин МИХсен представителĕсен 106 ыйтăвне хуравланă. Ку хутĕнче тĕлпулу 3 сехет те 50 минут пычĕ. Калаçăвăн тĕп саманчĕсемпе, темисемпе паллаштаратпăр.

 

Кĕçех – суйлав

Ытти чухне Владимир Владимирович малтан çĕршыври лару-тăрăва хак параканччĕ, хальхинче вара тÿрех ыйтусем пама сĕнчĕ. Калаçу Президентăн çитес çулхи суйлавĕн теминчен пуçланчĕ% «Эсир суйлава мĕнле тĕллевпе хутшăнатăр?»

– Раççейĕн малашлăха тĕпе хурса аталанмалла, пысăк технологисемпе никĕсленекен экономика пулмалла, ĕç тухăçлăхне ÿстермелле. Инфратытăма, сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве  аталантармалла, граждансен тупăш шайне ÿстермелле, – Президента тепĕр хут суйланас пулсан пурнăçламалли ĕçсене асăнчĕ çĕршыв ертÿçи.

Хăй патшалăх тилхепине тытса пынă 20 çул хушшинче унпа кĕрешме пултаракан «2 №» конкурент çуралманни пирки ыйтнă журналиста хуравланă май вăл çакăн сăлтавĕсене те асăнчĕ. Ун шучĕпе, ку объективлă сăлтавсемпе çыхăннă. 2000 çултанпа Раççейĕн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ – 75 %, промышленноç производстви 70% ÿснĕ. Çынсен ĕç укçи юлашки тапхăрта пĕчĕкленнĕ-ха, анчах асăннă вăрах тапхăра илес пулсан вăл 3,5 хут пысăкланнă, пенсисен ÿсĕмĕ те çавнашкалах.

– Раççей халăхĕн йышĕ çуллен 1 миллион çын чухлĕ чакса пыратчĕ, çак туртăма пÿлме пултартăмăр, – калаçăва тăсрĕ Владимир Владимирович. – Юлашки çулсенче демографи каллех такăнчĕ, анчах хушма мерăсем йышăнатпăр – лару-тăру йĕркеленмелле. Çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 65,3 çулпа кăна танлашатчĕ. Тĕрĕссипе, эпир граждан вăрçин тапхăрĕнче пурăннă, 18 çулти çамрăксене пульăсен айне кĕртнĕ. Паян пурнăç тăршшĕ 73 çулпа танлашать.

Патшалăх парăмĕсем виçĕ хут чакнă, резервсем вара вăтăр хут пысăкланнă. Çав вăхăтрах Владимир Путин çынсем пурнăç шайĕпе кăмăлсăррине те пĕлет. Апла пулин те оппозици нимĕн те сĕнейменнине те курать – «система оппозицийĕн» лидерĕсене ку пушшех пырса тивет: «Митингсенче кăшкăрашни кăна сахал-çке, усăллă сĕнÿсем те кирлĕ». Тивĕçлĕ конкурентсем çуралманни чи малтанах çакăнпа сăлтавланнă. Çапах Владимир Владимирович политикăра та тĕрлĕ ен кирли пирки иккĕленмест, малашне хăйĕншĕн конкурентсем пуласса шанать. Çитес суйлава вара вăл партирен мар, хăй тĕллĕн тăратнă кандидат пулса хутшăнĕ, çав вăхăтрах общество юхăмĕсем хăйĕншĕн тĕрев пуласса та шанать.

 

Регионсем

Тĕрлĕ региона пысăклатасси пирки калаçкаланине вара Владимир Владимирович татăклăн хирĕçлерĕ. Регионсен экономики тĕрлĕ пулнине йышăнать% субъектсем халăхсен, кĕпĕрнесен ĕлĕкхи вырнаçăвне кура йĕркеленнĕ. Хăшĕсен экономики хавшак, çавăнпа вĕсене пĕтĕçтерни усăллă та пулмалла. Анчах хальлĕхе «патшалăх шайĕнче унашкал плансем çук, эпĕ Президент чухне пулмĕç те». Кирек мĕнле пулсан та кашни халăх хăйĕн шăпине хăй суйласа илме пултартăр. Тĕрлĕ регионăн аталану шайĕ тĕрлине пăхмасăр, Президент шучĕпе, çынсен пурнăç шайĕ пĕрешкел пулмалла. Çынсем вăл е ку субъект кая юлса пынăшăн айăплă мар вĕт. Донорсем – 12 регион. Вĕсене çĕклемешкĕн ытти регион тĕревĕпе те усă курнă. Çавăнпа Мускав регионсен шайлашăвне тивĕçтермелли мерăсемпе усă курать.

Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ регионсен парăмĕсене реструктуризацилеме йышăнни те – çак утăмсенчен пĕри. Кредитсене патшалăх шучĕпе 7 çуллăха 5 % виçепе реструктуризацилеме палăртнă. Хăйсен тупăшне инфляци виçинчен кая мар ÿстерме мехел çитерекенсен реструктуризаци вăхăчĕ 12 çул таранах пулма пултарать. Çапах республикăсемпе облаçсен коммерци кредичĕсемпе иртĕхме юраманни пирки те асăрхаттарчĕ: «Банксем бизнеса кредит памаççĕ, регионсене вара – тархасшăн. Мĕншĕн тесен ку укçа каялла таврăнасси шанчăклă. Иккĕленÿ çуралать% хăшĕсен хăйсен вăрттăн интересĕсем çук-и? Çавăнпа ку енĕпе чарусем палăртасшăн».

 

Тырă нумай, анчах...

Вĕçленекен çулталăка пĕтĕмлетнĕ май Владимир Путин кăçал ВВП 1,6% ÿснине палăртрĕ. Чылай отрасль ÿсĕмлĕ% автопром, хими промышленноçĕ, ял хуçалăхĕ... АПК производстви 3% хушăннă. 130,5 миллион тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ – рекорд шайĕнче. РСФСР чухне çĕршыври чи пысăк тухăç 1978 çулта пулнă-мĕн – 125 миллион тонна. Тĕш тырă экспорчĕпе Раççей паян тĕнчере мала тухнă. Тырă тенĕрен, регионсенчен пĕрин журналисчĕ центрти облаçсенчи аграрисен паян ăна питĕ йÿнĕпе, çур хакпа, сутма тивни (чикĕ леш енне ăсатас тесен транспортшăн нумай тăкакланмалла) çинчен пĕлтерчĕ те – Президент тырра патшалăх сутăн илесси пирки шухăшласа пăхма шантарчĕ. Çийĕнчен чукун çул тăкакĕсене субсидилеме йышăннă – ку хресченшĕн курăмлă пулăшу пулмалла.

Çакă, Владимир Владимирович шучĕпе, иртнĕ çулсенчи икĕ шокпа çыхăннă – нефть тăруках йÿнелнипе тата ют çĕршывсем пирĕн тĕлĕшпе санкцисем йышăннипе. Инвестицисем самай пысăкланнă% тÿрĕ инвестицисем пĕлтĕрхинчен икĕ хут пысăкрах, çакă малашнехи аталанăва тĕревлесси иккĕленÿсĕр. Инфляци те юлашки çулсенчи чи пĕчĕк шайра – 2,5 %. «Экономика сывалма пуçлани куç кĕрет», – иккĕленмест вăл. 

Бизнеса тĕрлĕ тĕрĕслев-надзор органĕсем аталанма чăрмантарни пирки ыйту пулнине кура çĕршыв ертÿçи ку темăран та пăрăнса иртмерĕ. Ĕç пуçаракан бизнесменсене виçĕ çуллăх налук каникулĕ панă – вĕсемшĕн пысăк пулăшу. Тĕрĕслевсен шутне юлашки çулсенче чылай чакарнă – тĕрĕслев ирттерес пулсан прокуратура ирĕк памалла. Çав вăхăтрах право хуралĕн органĕсен енчен бизнеса хĕсĕрлеме тăнă тĕслĕхсем те пур. Пĕр органăн (мĕнле служба – уçăмлатмарĕ) ертÿçисене çакнашкаллишĕн айăпланă-мĕн, унта çĕнĕ çынсем килнĕ. Анчах çур çул иртнĕ те – çав «çĕннисем» те киревсĕр ĕçсемпе аппаланма пуçланă.

Çавăнпа вăл право хуралĕн органĕсенче те çарти пек ротаци йĕркипе усă курасси пирки шухăшласа пăхасшăн% темиçе çул ĕçлеччĕр те – урăх вырăна куçармалла. Паллах, ку вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермеллине кура пысăк тăкаксем çуратĕ, çавăнпа йышăнăва тĕплĕ шухăшласа тумалла. 

Çу уйăхĕнчи указсене мĕнле пурнăçланине Владимир Путин аван тесе хаклать. Бюджетниксен ĕç укçине тăруках çапла пысăклатассине хирĕçлекенсем пулнине те лайăх астăвать% «Указсене пурнăçлани 93% шайĕнче – ку çынсен шалăвне те пырса тивет». Тивĕçлĕ указ авари пулма пултаракан çурт-йĕре тĕп тума май пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăн та, вăл кивĕ çурт-йĕрĕн пысăк пайĕ те «авари пулма пултараканнинчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине те» лайăх пĕлет.

 

Пенси çулĕсем улшăнĕç-и?

Пенсие каймалли çулсене ÿстересси пирки ыйтнă журналист та уçăмлă хурав илчĕ. «Пенсие каймалли çулсен чиккине иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех палăртнă. Хĕрарăмсемшĕн – 55, арçынсемшĕн – 60 çул. Унтанпа вара çынсен пурнăçĕн тăршшĕ чылай пысăкланнă. Паян 55-ре ача çуратакансем те пур – питĕ лайăх... Совет Союзĕн йышĕнче пулнă кÿршĕ çĕршывсем пенси çулĕсене пурте ÿстернĕ ĕнтĕ, эпир кăна пысăклатман...» – терĕ пулин те Владимир Путин çав çулсене ÿстерессине хальлĕхе çирĕплетмерĕ.

Анчах «ÿстерместпĕр» тесе те татăклăн каламарĕ. Майлисем те, хирĕççисем те пур. Пенсионерсене тÿлеме укçа çук тени тĕрĕс мар. Анчах ĕçлекен çынсен шучĕ чакса пынине те йышăнмаллах. Тепĕр енчен, экономикăна инноваци çулĕ çине кăларассине тĕпе хуракансем пăшăрханаççĕ% пин çын ĕçлекен предприятисенче, калăпăр, çĕр çын кăна кирлĕ пулĕ – пенсие яма ир, ĕçлекенсене ăçта хумалла? Çакнашкал ыйтусем – пайтах. Кирек мĕнле пулсан та ку утăма тăвиччен тĕплĕ шухăшламалла, – çиччĕ виçсе пĕрре касмалла. Пенсие каймалли çулсене ÿстерес пулсан та ку канăва тухма ĕлкĕрнисене пырса тивмĕ. Кунашкал йышăнусене вăрттăн-хĕрттĕн тумĕç, малтан халăхпа пĕрле уççăн сÿтсе явĕç.

 

Китай, Украина

Ют çĕршывсемпе тытакан çыхăнусем – ыйтусен тепĕр пысăк ушкăнĕ. АПШ Çурçĕр Корейăна юнани пирки каланă май Владимир Путин Раççей çак çĕршывăн ядерлă статусне йышăнманнине аса илтерчĕ. Анчах ĕç-пуç çивĕчленнинче АПШ-н хăйĕн айăпĕ та пысăк: «Ядерлă хĕç-пăшал тĕрĕслевĕсем ирттермесси пирки калаçса татăлнăччĕ, анчах Америкăна çакă çырлахтармарĕ – татах тем кирлĕ... Çакăн хыççăн вара Çурçĕр Корея малтан калаçса татăлни çине сурчĕ. Вăл хăйĕн çĕршывне упраса хăвармалли урăхла вариант курмасть, çавăнпа халь унăн ракетисем АПШна та вĕçсе çитме пултараççĕ».

Украинăра Раççей çарĕ çапăçать тесе айăплама пăхнă журналиста Владимир Путин татăклăн хирĕçлемерĕ% «Донбасра пирĕн çарсем çук. Унти ĕç-пуçа хаклас тесен çивĕчлĕх мĕнрен çуралнине асра тытмалла. Пĕтĕмпех влаçа хĕç-пăшалпа усă курса ярса илнинчен пуçланнă».

Минск килĕшĕвне пурнăçлассишĕн яваплă çĕршывсен шутне АПШна та кĕртессине вăл хирĕçлемест, чăннипе, Америка çак ĕçе хутшăнни те вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Украинăпа Раççей урлă пулнăшăн Владимир Владимирович чунтан пăшăрханни куç кĕрет: «Пире малтан уйăрса ячĕç, унтан пĕр-пĕрне хирĕç тăратрĕç». Çапах вăл «пирĕн пĕрлешмелли» пирки иккĕленмест.

Китайпа тытакан çыхăнусем вăй илсе кăна пырĕç. Çакă Раççей урлă иртекен «пурçăн çулпа» кăна никĕсленмест, Китай компанийĕсем паянах Раççейри нумай проекта инвестици хываççĕ. Афганистанри лару-тăру пăшăрхантарать. Кунта та Раççей айккинчен кăна пăхса тăма пултараймасть. Сăлтавĕсен шутĕнче – Афганистан тĕнчери чи нумай наркотик туса илекен çĕршыв пулнинче те. Çав наркăмăшăн пĕр пайĕ Раççее те килет. Çавăнпа «эпир унти ĕçпуçа тимлĕ сăнатпăр. Кабул правительствине пулăшу кирлĕ. Çав шутра – хĕç-пăшал енĕпе те».

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика