Мускаври форумран – туллинрех ĕçлес кăмăлпа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.12.2017, 16:00 Просмотров: 429

Республикăра, çĕршыв шайĕнче иртекен сумлă мероприятисене хамăр ентешсем те хутшăнма пултарни яланах мăнаçлăх туйăмне вăратать.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен Кристина Сурова акă хăйĕн преподавателĕпе Вера Владимировна Волковапа пĕрле Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Раççей доброволецĕ – 2017» преми чыславне хутшăнма тивĕçни мĕнпур çамрăкшăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла.

Пăваяль хĕрачи, пулас экономист, ку форума ăнсăртран лекмен. Вăл – техникумăн «Молодежь 21-ого века» волонтерсен ушкăнĕн ертÿçи, вĕренÿ хастарĕ.

Кристина та, Вера Владимировна та Мускавран туллинрех ĕçлес кăмăлпа таврăннă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕç тăвакансен пуçарăвне пысăка хурса калаçни, ытти регионсенчи волонтерсемпе паллашни, тĕрлĕ сферăн паллă деятелĕсен витĕмлĕ сăмахĕсем çунатлантарнă вĕсене. Уйрăмăнах волонтерсем хушшинче инвалидсем, вăл шутра коляскăллисем те, пулни вĕсен чĕрисене самаях хускатнă. «Ырă ĕç тума нимĕн те чăрмантармасть. Кăмăл кăна пултăр», – терĕç вĕсем çак тĕслĕхе хакласа.

Çак форумра Владимир Путин 2018 çула Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ тесе палăртнăран техникумăн волонтер ушкăнĕ те ĕç планне анлăлатма тĕллев тытнă.

Кăçалхи ĕçсемпе те мухтанма пултараççĕ техникумăн «Молодежь 21-го века» волонтерĕсем. Пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ акцисене хутшăннисĕр пуçне вĕсем инвалид-ачасене, пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика