Республикăра професси ăсталăхĕн WorldSkilsRussia чемпионачĕ иртме тытăннăранпа Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем унта тăваттăмĕш хут тупăшаççĕ.
Кăçал конкурса 3-мĕш курс студентки Татьяна Ливанова тата экспертсем пулса Светлана Александровна Васильевапа Ольга Вячеславовна Цыганова преподавательсем хутшăннă.
Апат-çимĕç хатĕрлес тупăшу пилĕк куна тăсăлнă. Конкурсантсен катлет, авторла винегрет, пулă, панулми кукăлĕ, десерт, фингр-фуд (пĕчĕк бутербродсем), тинĕс продукчĕсенчен вĕри апат хатĕрлеме тивнĕ. Экспертсен (вĕсем 30-ăн ытла) вăрттăн хаклавĕпе Татьяна Ливанован блюдисем пысăк хака тивĕçнĕ, анчах, шел, призлă вырăна лекеймен вăл – 3-мĕш вырăн валли баллсем кăшт кăна çитмен.
Татьяна, Ершепуç хĕрачи, конкурс хăйĕншĕн çав тери усăллă пулнине, техникумран вĕренсе тухсан ĕçре те кирлĕ пулассине палăртрĕ.
Май 2025 |