Хамăра упрамалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.02.2021, 11:41 Просмотров: 406

Рак йăхран йăха куçакан чир тени тĕрĕсех мар. Асăрхăр: онкологи чирĕсенчен 5 проценчĕ кăна генсем пăсăлнине пула аталанать.

Хăрушă чир сăлтавĕсем:

– Самăрланни. Ар системин, сĕт парĕсен шыççисем ытларах чухне тулли кĕлеткеллĕ хĕрарăмсен пулаççĕ. Çавăнпа рак аталанасран йывăрăша чакармалла;

– Хытах пăшăхланă, çуллă апат-çимĕç çини. Талăкне çăва 60 грамран ытлашши çимелле мар;

– Сиенлĕ продуктсене рационра усă курни. Шаритленĕ, тĕтĕмленĕ апата нумай çисен хулăн пыршăн ракĕ аталанас хăрушлăх пур.

– Кăлпасси изделийĕсемпе апатланни. Вĕсене хатĕрленĕ чух нитритсемпе усă кураççĕ. Калас пулать, нитритсем продуктсене хитре шупка тĕс кĕртеççĕ. Вĕсем хавшак канцероген та шутланаççĕ. Паллах, кăлпасси çиме сире никам та чармасть. Анчах та ăна рационра тăтăш усă курни сывлăхшăн сиенлĕ пулма пултарать.

Рак аталанасран пулăшакансем:

– Пахчаçимĕç тата улма-çырла. Вĕсенче витаминсем тата микроэлементсем нумай.

– Клетчатка (ÿсен-тăран клеткисен хуппинчи япала). Вăл организмра ирĕлмест. Пахчаçимĕçре, улма-çырлара тата пучахлă тырăра нумай. Вар-хырăм ĕçне лайăхлатать. Хулăн пыршăн ракне аталанма памасть.

Палăртмалла, сывлăха тимлĕх уйăрсан онкологи чирĕсем аталанасси 60–90 процент чакĕ.

Чăваш Республикинчи гигиена

тата эпидемиологи центрĕн

гигиена вĕрентĕвĕ тата воспитанийĕ енĕпе ĕçлекен уйрăмĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика