Сентябрьте иртет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.02.2021, 11:41 Просмотров: 431

Раççей Федерацийĕн Правительстви Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессине çĕнĕ тапхăра – 2021 çулхи сентябрь уйăхне – куçарма йышăннă.

Ку вăхăт тĕлне çĕршывра эпидемиологи тĕлĕшĕнчен лару-тăру лайăхланасса шанаççĕ.

Аса илтеретпĕр, Раççей Правительстви çырава 2021 çулта ирттересси пирки пĕлтĕр çулла, ковид чирĕ анлă сарăлнă вăхăтра йышăннăччĕ. Ун чухне вирус пирки питĕ сахал пĕлетчĕç, ăна тĕпчеме кăна пуçланăччĕ. Лару-тăру кăçал улшăнасса шаннăччĕ.

Хальхи вăхăтра COVID-19 вирус сарăласси чакса пырать, çĕнĕрен чирлекенсем сахалланаççĕ, вакцинаци программи пуçланнă.

Раççей статистики сентябрь уйăхне çырав ирттермелли чи лайăх вăхăт тесе шутлать. Ун чухне çынсем отпусксенчен таврăнаççĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать, тĕрлĕ ыйтусем татса параççĕ, электронлă майпа пулăшусем ытларах илеççĕ. Çавăнпа пĕрлех студентсем нумайăшĕ çыравçă пулса ĕçлеççĕ.

Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант пур. Ку уйăхра çĕршывăн ытларах территорийĕнче çыравçăсемшĕн аван çанталăк тăрать, шăнса чирлес хăрушлăх çук.

Çакна та палăртмалла, чир-чĕр сарăлнине пула çырав тапхăрне куçарасси пирки маларах Америка, Аргентина, Бразили, Эквадор, Киргизи тата ытти хăшпĕр çĕршывсем пĕлтернĕ.

Пандемие пула çырав тапхăрне кăна мар, тĕнчери тата ытти пысăк мероприятисене ирттерессине те тепĕр вăхăта куçарнă – 2020 çулхи Олимпиадăна, Европăри футбол чемпионатне, Евровидение.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика