Паттăрсем пирĕнпе юнашар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.02.2021, 11:42 Просмотров: 409

Юнашарах çÿретпĕр, тĕл пулатпăр, калаçатпăр, çын-на тахçанах пĕлетпĕр, ун чĕрине мĕнле йывăр «суран» нушалантарнине вара чухламастпăр та. Упнерти Юрий Васильев, акă, çав тери уçă кăмăллă, ĕçре хастар, çывăх çыннисемпе, тус-юлташĕпе ăшшăн хутшăнакан çын.

Кирлĕ чухне вырăнлă шÿтлесе илме те ăста. Анчах унпа калаçнă май тÿрех ăнланатăн: çак тĕреклĕ те маттур арçыннăн сахал мар тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ. Вăл шутра – пĕрре мар вилĕмпе куçа-куçăн тăма та. Мĕн курни-тÿсни чун-чĕрине амантса тарăн çĕвĕ хăварнă. «Суранĕсем» вĕсем – тискер афган вăрçи «парнеленисем».

Салтак ячĕ тухсан Упнер каччине Афганистан вут-хĕмĕ ăшне ăсатассине никам та пĕлтермен, паллах. Анчах хăшпĕр самантсем хăйне ăçта хатĕрленине тавçăрма май панă. Сăмахран, çар комиссариатĕнче салтаксене чаçе илсе кайма килнĕ капитан унран: «Çемйÿ санăн мĕнлерех? Судпа айăпланнисем, тĕрмере ларнисем çук-и?» – тесе ыйтнă-мĕн. «Ун пеккисем пулман пирĕн йăхра. Атте те çĕршыва чыслăн хÿтĕленĕ, вăрçăра танкист пулса çапăçнă. Ун ятне яма хăяймастăп», – тÿррĕн хуравланă Юрий Васильев. Çакнашкал ыйтусене ахальтен паманнине питĕ лайăх чухланă вăл. Ун чухне ялта çав вăрçă алхаснă тăрăхран пĕрремĕш юхăмпа таврăннисем те пулнă. Александр Федорова, ак, Германире службăра тăнăскере, малтан Туркмен Республикине, кайран Афганистана куçарнă. Февраль уйăхĕнче хăп-хăмăр, пиçсе кайнă пит-куçпа килсе çитнĕ вăл тăван ялне. «Хĕл варринче хăш курортра çав таранччен хĕртĕнтĕн» тесе тăрăхлаттăмăр унран, тет Юрий Хрисанович. Шÿтлеме шÿтленĕ те, анчах вăл Кăнтăрта мар, Афган хĕвелĕ айĕнче пиçĕхнине пурте ăнланнă.

Кĕçех Юрий Васильева хăйне те шăпа интернационаллă тивĕçе пурнăçлама пÿрнĕ. Упнерти Анастасия Петровнапа Хрисан Васильевич Васильевсем вăйпитти те маттур ывăлне, чĕрĕ-сывă таврăнма пиллесе, 1981 çулхи октябрьте çара ăсатнă. Унччен каччă çар комиссариачĕ янипе Канашри ДОСААФ-ра вĕренсе водитель специальноçне алла илме ĕлкĕрнĕ.

Тин салтак атти тăхăннă çамрăксен ушкăнне тÿрех Туркмен Республикине илсе çитернĕ, 158-мĕш погранотряда çирĕплетнĕ. Кунта 4 уйăхлăх «учебка» кĕтнĕ вĕсене. Çакăн хыççăн – каллех вĕренÿ, ку хутĕнче – Таджикистан тăрăхĕнчи Пяндж поселокĕнчи центрта. Тĕлĕнмелле те, хайхи Вăрнарти çар комиссариатĕнче çемйи пирки ыйтса пĕлнĕ Денисов капитан «хÿттине» лекет вăл. Десантпа штурм ушкăнĕнче чи кăткăс çар лару-тăрăвĕсем валли хатĕрленĕ салтаксене. Унта ÿт-пĕвĕпе тĕреклисене, чи çивĕччисене, ăс-тăнпа çирĕпписене, хăюллисене кăна суйласа илнĕ.

– 8 уйăхлăх «учебка» чăннипех те пурнăç урокĕ пулса тăчĕ. Кунсерен юлашки вăй юлмиччен тертленни-хатĕрленни кайран çапăçу хирĕнче хăват паратчĕ, çав хăнăхусем тăшманпа куçа-куçăн тăрсан та чĕрĕ юлма пулăшрĕç, – çирĕплетет халĕ Юрий Хрисанович.

– Пытармастăп, отрядра лайăх шутраччĕ эпĕ. Спортпа та туслă пулнă яланах – кăтартусем аванччĕ. Кĕлетки, çан-çурăмĕ тĕреклĕ. Çавăнпах Афганистана куçарсан çар разведкин уйрăмĕн командирне шанса çирĕплетрĕç. Ушкăнра ман – 11 çын. Отрядра, пĕр вырăнта вăрах тăман тесен те юрать. Разведчиксем нимле документ та çумра тытман, юраман. Хăш вырăнта, мĕнле хушу пурнăçланă, камсем эпир – никам та пĕлмен. Ту сăрчĕсем çине вертолетран пăрахса хăваратчĕç те, пытанса-маскировка туса хуралта выртаттăмăр. Çанталăкĕ шăрăх: сулхăнра 50 градус ытла. Туллă вырăнта наркăмăшлă çĕленĕ-скорпионĕ, тем мурĕ те юнашарах хĕвĕшет. Витĕнсе хупланкаланă, чулсемпе картланкаланă та çаплах чăтса выртнă. Хăть кăнтăрла, хăть çĕрле куç хупман. Афганецсен караванĕсен çулĕсене тимлесе сăнанă: ăçтан килеççĕ е каяççĕ, наркотик е хĕçпăшал турттараççĕ-и? Пухнă пĕтĕм информацие хăвăртрах раципе командованине пĕлтерсе тăнă. Ку сведенисем отряда душмансене хĕçпăшал вут-хĕмĕпе кĕтсе илме пулăшнă. Кишлаксем çывăхнех пыман, паллах. Анчах вĕсен таврашне, çын е лаша çулĕсене тимлĕхрен кăларман. Вăрçă шучĕпе пурăнсан та, «басмачсем» те çынсемех вĕт – вĕсен те килĕсене таврăнас, çемйисене курас килнĕ ĕнтĕ. Ту шăтăкĕсенче вырнаçнă базисенчен сĕм çĕрлепе йăпшăнса тухатчĕç. Çакăн пек «каçхи хăнасене» сăнаса-йĕрлесе вĕсен вăрттăн вырăнĕсене, кишлакра кампа çыхăну тытнине палăртаттăмăр, – асаилÿсене малалла тăсать афган ветеранĕ.

Сăмах май, разведкăна вăл вăрçă ирсĕрлĕхĕпе шайлашуллă та мар пек «Роза-19» илемлĕ позывнойпе çÿренĕ. «Вырăнĕсем ытла хÿхĕмччĕ унта. Ту сăрчĕсене малтан çеçпĕлсем, кайран тюльпансем, мăкăньсем кавир пек çавăратчĕç. Тĕлĕнмелле илем куç умĕнче пулнăран суйланă ĕнтĕ çак вăрттăн çыхăну ячĕсене», – тет вăл.

Вăрçăра хăрушлăхĕ çумрах çÿрет. Ăнăçу та кĕтмен çĕртен санран çаврăнма пултарать. Юрий Васильев ертсе пынă разведка уйрăмĕ те пĕр операцирен каялла тулли йышпа таврăнайман. Ушкăн яланхиллех хурал позицине йышăннă. Караван наркотиксем куçарать текен информаци пулнă-мĕн – разведчиксен ăна тĕрĕслемелле, афганецсен çулне йĕрлемелле. Кайран тин ăнкарнă вĕсем ку сведенисем суя пулнине – душмансем наркотик мар, хĕçпăшал кÿрсе килнине. Хайхисем пирĕн салтаксем пытаннă вырăна сиснĕ те вăл еннелле мĕнпур хĕçпăшалтан персе кисретме пуçланă. Вăйсем тан мар, пулăшу хамăр çартан вăхăтра çитеймен. Тăхăр разведчикран иккĕн кăна чĕрĕ тухнă çапăçуран. Вуншар çул иртсен те çак юнлă куна манаймасть Юрий Хрисанович. Çухату тÿснĕ «Кобра» операцие аса илсен кăмăл-туйăмĕ пусăрăнать, чун-чĕре сасăсăр йĕрет.

Вăрçăн тепĕр хăрушла саманчĕ те ниепле манăçа тухаймасть. Пĕрре, çапла, Васильевăн ушкăнне 13-мĕш погранотряда чĕнсе илнĕ – «ЧП» тухнă иккен. Чăваш тата белорус салтакĕсем чикĕ урлă каçса Афганистанпа çумри Иран çĕршывне тарма каварлашнă. Чăвашĕ, часовой пулнăскер, каçхине хуралта тăнă, белорусĕ вара ку вырăн карттине вăрлама застава пуçлăхĕн пÿлĕмне уçса кĕнĕ. Анчах... ак, тамаша – пуçлăхĕ хăй вырăнĕнчех. Ним шутламасăрах персе пăрахнă ăна салтак, карттăна стена çинчен туртса антарнă. Хăй çулĕ çинче тĕл пулнă тата темиçе çынна тискеррĕн персе вĕлернĕ вăл, нумайăшне йывăр амантнă. Пĕчченех Иран чиккине çитме пултарнă, каçма нумай та юлман – таркăнăн çулне хамăрăн наряд пÿлнĕ.

– Ята янă салтаксене уçă суд турĕç. Чăвашне (Канашранччĕ вăл) преступление хутшăннăшăн 10 çуллăха тĕрмене хупрĕç. Белорусне вара хăрушла айăпĕшĕн хăйне вилĕм кÿме йышăнчĕç, – йывăр туйăмсемпе аса илчĕ Юрий Хрисанович.

Пĕтĕмпе çулталăк та 8 эрне, 8 кун (кашни кунĕ асрах) вăрçă тертне тÿсме лекнĕ Упнер каччин. Килне таврăнсан Афганистанра интернационаллă тивĕçе пурнăçланине пĕлтерме юраман, çар билетĕнче те кăтартман. Разведкăра тăни пирки – пушшех те. 1984 çулта кăна çар комиссариатĕнче çар хирĕçтăрăвĕсен участникĕн удостоверенине алла илнĕ.

Мирлĕ пурнăçра та ĕнерхи хастар салтак çухалса кайман. Тÿрех Чапаев ячĕллĕ колхозра водительте, трактористра тăрăшнă. Тĕреклĕ, çирĕп сывлăхлăскерне, хăюлăхпа палăрнăскере кĕçех районти милици йышне илнĕ. Чылай çул ведомствăна пăхăнман хурал пайĕн участок милиционерĕнче, ГАИ инспекторĕнче службăра тăнă. 1996 çултан Пермь крайĕнчи зонăра хăрушсăрлăхăн аслă инспекторĕнче тимлесе пенсие тухнă. Юстици ветеранĕ. Çакăн хыççăн та пĕр кун та алă усса ларман, тĕрлĕ çулсенче поселокри предприяти-организацисенче водительте вăй хунă. Хальхи вăхăтра пассажирсене Вăрнар– Шупашкар маршрутпа турттарать.

Хастарлăхĕ çамрăк чухнехи пекех иксĕлми афган ветеранĕн. Обществăлла ĕçсенчен нихçан пăрăнмасть. Афган вăрçин ветеранĕсен Канашĕн штабĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пырать. Кунсăр пуçне – районти халăх дружинин активлă членĕ. Кулленех автоинспекторсемпе çул-йĕр асăрхавĕн рейчĕсене тухать, йĕрке хуралçисемпе пĕрле çухалнă çынсене шырама, вĕренекенсемпе профилактика мероприятийĕсене ирттерме хутшăнать.

Хавхаланса ĕçлеме, тулли пурнăçпа пурăнма ăна юратнă çемйи вăй-хăват парса тăрать. Мăшăрĕпе Светлана Ананьевнапа икĕ ачана çут тĕнче парнелесе ура çине тăратнă вĕсем. Ывăлĕ ашшĕ çулĕпех кайнă – пурнăçне йĕркелĕх хуралĕпе çыхăнтарнă. Василий Вăрнарти суд приставĕсен пайĕнче службăра тăрать. Хĕрĕ Татьяна сутуçăра тăрăшать. Пурнăçри чи пысăк савăнăç, телейĕмĕр вара халĕ – юратнă мăнукăмăр, тет Юрий Хрисанович. Артем Вăрнарти 2-мĕш шкулта пĕлÿ пухать. Кукашшĕ унра пуласлăха, йăх тăсăмне курать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика