Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Çурт-йĕр, тĕплĕ юсав калаçтарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.12.2017, 16:02 Просмотров: 427

Ытларикун Пĕтĕм Раççейри пĕрлехи йышăну кунĕ йĕркипе вырăнти мĕнпур хăйтытăмлăх органĕнче, ведомствăсенче йышăну пÿлĕмĕсем ĕçлерĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев патне килнĕ ыйтусенчен ытларахăшĕ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе çыхăнчĕ. Вăрнарти пĕр баракра пурăнакан пенсионерка хăйне хăтлă хваттере куçарма ыйтать. Муниципалитет ăна унчченех пÿлĕм сĕннĕ, анчах та ватă çын унта куçма килĕшмен. Пенсионеркăн ача-пăча, çывăх тăванĕсем çук. Çавăнпа та Леонид Григорьевич ăна пулăшма социаллă ĕçчен уйăрассине пĕлтерчĕ.

Ашмаров урамĕнчи çуртра пурăнакан хĕрарăм та муниципалитет хăйне çак вăхăтрах, центрта, çĕнĕ çуртра хваттерпе тивĕçтерме тивĕç тесе тавлашрĕ. «Халăхра кивĕ çурт-йĕртен куçарма укçа килнĕ, теççĕ. «Вурнарская» МСО çĕкленĕ çуртсенче пушă хваттерсем пуррине ыйтса çÿрерĕмĕр», – терĕ вăл.

Икĕ тĕслĕхĕнчи çурт та кивĕ çурт-йĕр шутне кĕнĕ. Анчах та ку енĕпе хальлĕхе ятарлă программăна малалла тăсман-ха. Леонид Григорьевич халăхра çÿрекен сăмахсем суя пулнине палăртрĕ. «Вурнарская» МСО халĕ çĕклекен çурт коммерциллĕ пулнине, унта социаллă программăпа уйăрнă хваттерсем çуккине, федераци бюджетĕнчен килекен кашни пус тĕллевлине каларĕ.

Ашмаров урамĕнчи 6-мĕш çурт та авариллисен шутĕнче. Ун тĕлĕшпе ыйту татăлнă темелле. Анчах та кунта пурăнакан йышăнăва килнĕ çынна тĕплĕ юсав пĕтĕмлетĕвĕ тĕлĕнтерет. Пурнăçланă ĕçсен актне вырăнта илеймен пирки хĕрарăм ăна Капиталлă юсав фондĕнчен ыйтса илнĕ. Иккен, вĕсен 12 хваттерлĕ çуртĕнче 100 счетчик, 100 лампа улăштарнă. Çын утнине сисĕмлĕ датчиксем вырнаçтарнă-ха. Пĕтĕмпе вара 220 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă-мĕн.

Протоколсем суя: алă пусаканĕсем – харпăрлăхçăсем мар... Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ку ыйтăва тивĕçлĕ органсене пĕлтерме сĕнчĕ.

Аçăмçырминчен килнĕ арçынсем ялти фельдшерпа акушер пунктне çĕнетес ыйтăва çĕклерĕç. Леонид Григорьевич вырăнтах район тĕп больницин тĕп врачĕпе çыхăнчĕ. Николай Тинюков йышăнăва килнисен ыйтăвне çитес çул планне кĕртме шантарчĕ. Аçăмçырмисем çавăн пекех Ленин урамĕнчи çула та юсасшăн. Ял халăхĕ пуçаруллă бюджет программине те хутшăнма хирĕç мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсене ĕç ушкăнне йĕркелесе документсене хатĕрлеме сĕнчĕ. Тепĕр çулхи плана кĕрес ыйту иккĕлентернине, анчах та малашлăхра проекта кĕме май пуррине палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ патне çавăн пекех поселокра тротуарсем тăвас, урамсене çутатас ыйтусемпе те килчĕç.

Районĕпе илсен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене йышăнăва 70 ытла çын килнĕ. Ялсенче вĕсен ыйтăвĕсене поселени пуçлăхĕсем хуравланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика