РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Суд тенкелĕ çине çитернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.02.2021 09:53 Просмотров: 240

Ÿсĕр çын валли нимле чару та çук. Саккун руль умне ларма юрамасть, тет – уншăн пурпĕрех.

Автоинспекторсен аллине пĕрре çакланнă ĕнтĕ – çав-çавах ăс кĕмест. Районти 25-ри çамрăка, акă, транспортпа ÿсĕрле вĕçтерсе çÿреме юратни суд тенкелĕ çине илсе çитернĕ. Ăна унччен те çак усал йăлашăнах административлă явап тыттарнă пулнă. Чарăва пăхмасăрах каллех руль умне ларнă вăл, çитменнине – хĕрĕнкĕлле.

Право йĕркине пăснă ку тĕслĕх пĕлтĕрхи сентябрьте пулнă. Кивьял Нурăс çамрăкĕ çав вăхăтра «ИЖ Юпитер-5» мотоциклпа пынă. Ÿсĕрскер, ăна тытса чарайман та пĕр хуçалăхри кирпĕч гаражăн хапхи çине тăрăннă. Инкеке лекнĕскере Çĕмĕрлери больницăна сиплеве леçнĕ. Кунта ирттернĕ химипе токсикологи тĕпчевĕ вăл алкогольлĕ шĕвеке ăша янине кăтартнă: юнри этил спирчĕн шайĕ – 3,02 г/куб. дм. Хăй саккуна пăснине вăл туллинех йышăннă.

Суд патшалăх айăплавçин позицийĕпе килĕшнĕ, çамрăка 300 сехет обязательнăй майпа ĕçлесе юсанма палăртнă. Кунсăр пуçне транспорт хатĕрĕпе çÿрессипе çыхăннă ĕç-хĕлпе 2 çул тимлеме юрамасть.

Приговор саккунлă вăя кĕмен.

Вăрнар район прокуратури.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика