Ĕç кăтартăвĕпе – иккĕмĕш!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.02.2021, 14:20 Просмотров: 362

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш енри уйрăмĕн ĕç-хĕлне пĕтĕм-летнĕ. Палăртма кăмăллă, республикăри филиалсем хушшинче Вăрнар районĕнчи уйрăм иккĕмĕш вырăна тухнă. Пĕрремĕшсем – муркашсем, виççĕмĕшсем – шупашкарсем.

Ĕç кăтартăвĕ ÿсни Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕнче тăрăшакансем аграрисемпе тачă çыхăнса тимленипе тÿреммĕн çыхăннă.

– Коллектив пĕр тĕллевпе ĕçлесе пырать. Ÿсĕм-çитĕнÿ тунинче агрономи специалисчĕсен Татьяна Максимовăпа Елена Спиридонован тÿпи пысăк, – терĕ уйрăм пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев.

Ял хуçалăх центрĕн ĕçченĕсем вăрлăх пахалăхне вăхăтра тĕрĕслесе тăраççĕ. Район уй-хирĕнче пысăк тухăç паракан культурăсен лаптăкĕ ÿссех пырать. Ку, паллах, савăнтарать.

Тĕллевлĕ ĕçлекен хуçалăхсем элита вăрлăх туса илсе пахалăх сертификачĕсене тивĕçеççĕ, çавна май республикăри, Раççейри аграрисене пысăк тухăç паракан культурăсене сутма пултараççĕ.

– Пирĕн уйрăм специалисчĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен уйĕсене çулсеренех тăтăш тухса çÿреççĕ. Сиенлĕ хурт-кăпшанкă, чир-чĕр, çумкурăк пуррипе-çуккине тĕрĕслеççĕ. Аграрисене ÿсен-тăраншăн усăллă, пахалăхлă препаратсемпе тивĕçтереççĕ. Пирĕн пĕрлехи тĕллев – экологи енчен таса, пысăк тухăçлă ял хуçалăх культурисем туса илесси, – çирĕплетрĕ Вячеслав Николаевич.

Ял хуçалăх центрĕн кăçал пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ ÿсет. Чăваш енре   Сосновский пултăранĕн лаптăкĕ ÿссех пырать. Вăл наркăмăш кăларать, ытти ÿсен-тăрана çитĕнме памасть. Этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ. Ÿт-тир çине лексен пĕçертсе ярать.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пултăранпа кĕрешессине пысăк тимлĕхе илме хушнă. Хамăр районта та сиенлĕ лаптăксем пур. Калининăри, Упнерти, Санарпуçĕнчи, Ершепуçĕнчи ял тăрăхĕсенче тата Вăрнар хула поселенийĕнче çакăн йышши пултăран çитĕнет. Тен, тата ытти вырăнта пур; Çавăнпа та Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмне 2-54-54 номерпе шăнкăравласа пĕлтерсен аван пулмалла. Пултăран лаптăкне тĕрĕс палăртни сиенлĕ çумкурăка хамăр тăрăхра хăвăртрах пĕтерме пулăшĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика