«Çĕнĕ хум» йыхравлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.02.2021, 14:21 Просмотров: 416

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ Иван Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул, «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литературăн пултарулăх конкурсне ирттереççĕ. Унта 7–11-мĕш классенче, колледжсемпе техникумсенче, аслă шкулсенче вĕренекенсене хутшăнма чĕнеççĕ. Конкурс 2021 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать.

Калав, очерк, çыру, интервью, эссе, сăвă çырма сĕннĕ темăсем: «И.Я.Яковлевăн «Халалне» мĕнле ăнланатăп тата йышăнатăп», «Ман пурнăç тĕрекĕ», «Иван Яковлев патне çыру çыратăп», «И.Я.Яковлев çинчен калас сăмахăм», «Çыруллă халăхăн чĕлхи çухалмасть», «Иван Яковлевича «палăк» лартнă пулăттăм», «Тĕрĕс калаçасси тата çырасси – пирĕн тивĕç», «Иван Яковлев çутă сăнарĕ çамрăксен чĕринче упранать».

Конкурс комиссийĕ литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавĕсене йышăнать. Вĕсенче аслă Вĕрентÿçĕн сăн-сăпачĕпе пархатарлă ĕçĕ-хĕлне кăтармалла, хăвăрăн ăшри шухăшпа кăмăл-туйăма уçса памалла. Проза хайлавĕсен калăпăшĕ 5–6 страницăран ытла, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая пулмалла мар. Хайлавсене компьютерпа А4 форматлă хут çине Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшпа, 1,5 йĕрке хушшипе, сулахай енчен хĕррине (поля) 2,5 см, сылтăм енчен 1,5 см хăварса пичетлемелле. Çамрăк авторсен литература хайлавĕсенче конкурсăн номинаци ятне, хăйсен ячĕ-шывне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемĕш класра (ушкăнра, курсра) вĕреннине, район (хула), республика (область, край) ятне чăвашла тата вырăсла çырмалла. Пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, кĕсье телефонĕн номерне кăтартмалла. Хайлавсене ака уйăхĕн                  1-мĕшĕччен «Литература конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: 428032, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт, Чăваш наци конгресĕ. Телефон:               62-35-61. Электрон почти: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.

11-мĕш класра вĕренекен çĕнтерÿçĕсене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ чухне хушма балл параççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика