РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Уважаемые посетители! Вы можете разместить вашу рекламу, объявления на нашем официальном сайте! Подробнее - по тел. 2-52-57, 89373722600

Маттуррисем малта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.02.2021 14:23 Просмотров: 179

Çĕрпелти вăтам шкулта Хăрушсăрлăх кунĕ иртнĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем патне хăнана ВДПО-н Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Светлана Сергеева, Вăрнар районĕнчи уйрăм ертÿçи Людмила Калитова, Раççей МЧС-ĕн Чăваш енри тĕп Управленийĕн пушар сÿнтерессипе тимлекен пайĕн тĕп инженерĕ Сергей Кириллов, 27-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ Владимир Афиногентов килнĕ.

Сергей Кириллов сăмах илнĕ май республикăра 2020 çулта пушар тухнин сăлтавĕсене уçса панă. Владимир Афиногентов пĕлтĕр Вăрнар районĕнче хĕрлĕ автан 59 хутчен алхаснине çирĕплетнĕ. Пушара пула çынсем 3 миллион тенке яхăн тăкак тÿснине пĕлтернĕ. Тĕп сăлтавĕсем – вут-çулăмпа асăрхануллă усă курманни, мунча хутнă тата электрооборудование ĕçлеттернĕ чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни. Тăватă тĕслĕхĕнче вут-çулăм ачапча ашкăннине пула тухнă. «Шăрпăк – тетте мар», – асăрхаттарнă çăлавçă шăпăрлансене.

Светлана Сергеева ирĕклĕ пушар командисем пирки каласа кăтартнă. Çамрăк пушарнăйсен дружинине кĕмелли йĕрке çинчен ăнлантарнă.

Çĕрпел шкулĕнче республикăра 2020 çулхи раштав уйăхĕнче онлайн мелпе иртнĕ «Хăрушлăхсăр Çĕнĕ çул» пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă. Калас пулать, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнас тĕлĕшпе конкурсантсем ÿкерчĕксем тунă, памяткăсем хатĕрленĕ, япаласем ăсталанă.

Палăртма кăмăллă, Çĕрпелти вăтам шкулта ăс пухакан Валерия Васильевăпа Снежана Терентьева тата Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Егор Воробьев призлă вырăнсем йышăннă. Вĕсене грамотăсем тата парне парса хавхалантарнă.

Конкурса хатĕрленме пулăшнăшăн ертÿçĕсене – Галина Александровăна тата Любовь Егоровăна – Хисеп грамотисемпе чысланă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче шкул ачисем çăлавçăсен ятарлă тумĕпе – «боевкăпа» – паллашма пултарнă. Хăшпĕрисем хастарлăхпа палăрнă, брандмейстерăн е тепĕр майлă каласан пушар хуралĕн пуçлăхĕн тумтирне тăхăнассипе ăмăртнă.

Çамрăк ăрушăн мероприяти усăллă иртнĕ. Шкул ачисем çĕннине нумай пĕлнĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика