Тĕрĕслевсем иртеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2017, 15:53 Просмотров: 532

Çĕнĕ çул тата Раштав праçникĕсене хатĕрленсе уявланă вăхăтра йĕркелĕхе тата граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе республикăра оперативлă профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ.

Пиротехника изделийĕсене сутнă, усă курнă чух хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхăнман тĕслĕхсене тупса палăртассипе йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе пĕрле патшалăх пушар асăрхавĕн уйрăмĕн ĕçченĕсем те тимлеççĕ.

Тĕрĕслев икĕ тапхăрпа пурнăçланать. Пĕрремĕшĕ декабрĕн 12–19-мĕшĕсенче иртнĕ. Çак вăхăтра мероприятие йĕркелессишĕн яваплă ушкăнсене палăртнă, пиротехника продукцине сутакан объектсен списокне çирĕплетнĕ.

Иккĕмĕш тапхăрта (декабрĕн 20-мĕшĕнчен январĕн 7-мĕшĕччен) тĕрĕслев ушкăнĕсем суту-илÿ вырăнĕсене пăхса тухĕç. Вĕсем пиротехника изделийĕсен тавар докуменчĕсем, пахалăх тата хăрушсăрлăх сертификачĕсем, мĕнле усă курмаллине ăнлантаракан инструкци пуррине, продукцие кăларакан çинчен информацие вырăсла çырнине тата ыттине тĕрĕслеççĕ. Пиротехникăпа усă курса çĕрле 23 сехетпе ирхи 7 сехетчен (кану тата праçник кунĕсенче – 22 сехетрен 8 сехетчен) шăплăха пăсма юраманнине те тимлĕхе илĕç.

С.МАРТЫНОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн административлă саккунсене пурнăçлассипе тимлекен инспекторĕ

полици аслă лейтенанчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика