Çĕнĕ çул инкексĕр ирттĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2017, 15:55 Просмотров: 571

Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарсах килеççĕ. Ăна аслисем те, ачасем те чăтăмсăр кĕтеççĕ. Шел пулин те,  статистика кăтартнă тăрăх, çак уяв хăшĕсемшĕн инкекпе вĕçленет. Çакăн çинчен тата ытти ыйтусем çине республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Егоровăна хуравлама ыйтрăмăр.

– Чăнах та, Çĕнĕ çул нумай çыншăн чи юратнă уяв шутланать. Пурте кивĕ çула  йĕркеллĕ ирттерсе ярса çĕннине савăнăçлă кĕтсе илес тесе тăрăшаççĕ. Анчах та, хăшпĕрисем уяв вăхăтĕнче сыхлăх, асăрханулăх çинчен манса каяççĕ. Çавăн пирки Çĕнĕ çул  уявĕпе ун хыççăнхи вăрăм кану кунĕсенче кашни çулах çынсем сусăрланнă тĕслĕхсем сахал мар. Статистика палăртнă тăрăх, раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 10-мĕшĕччен медицина учрежденийĕсен, уйрăмах «васкавлă пулăшупа» травмпунктсен,  чылай   ытларах  ĕçлеме  тивет.

– Елена Михайловна, пĕлтĕрхи кану кунĕсенче ытларах мĕн пирки тата миçе çынна пулăшу панă?

– Пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче республикăри медицина учрежденийĕсенче 14 пин ытла çынна пулăшу панă. Чи анлă сарăлнă инкексем – ÿксе аманни, эрехпе тата апатпа наркăмăшланни, ÿсĕрсене тăм илни, аллерги, вăраха каякан чирсем аталанни тата ытти инкек-синкек.

Эрех ĕçсе наркăмăшланни пирки 29 çынна медицина учрежденийĕсене илсе çитернĕ, пĕр çын вилнĕ.

Уяв кунĕсенче çанталак сивĕ пулнă пирки 23 çынна  тăм илнĕ. Шел пулин те,  вĕсенчен 8-шĕ  вилнĕ.  Пушарта тата тепĕр икĕ çын пурнăçран уйрăлнă. 159 çын ÿксе сусăрланнă.

Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне аманнă пирки иртнĕ Çĕнĕ çул кунĕсенче республикăри медицина учрежденийĕсене 4 çынна илсе çитернĕ, вĕсем хушшинче ачасем пулман. 2015 çулта вара çакăн пирки 9 çынна пулăшу панă, вĕсенчен виççĕшĕ – ачасем. 2014 çулта пиротехникăпа 31 çын аманнă, вĕсенчен 12-шĕ  ачасем пулнă.

Иртнĕ çул пиротехника хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курнă çынсен тăваттăшĕн те пÿрнесем тата ал лаппийĕсем сусăрланнă. Унченхи çулсенче вара куçа, пуçа амантни, ал лаппине ыраттарнипе  пĕрлех пÿрнесене татса илнĕ тĕслĕхсем те пулнă.

Çавăнпа та яланах асра тытмалла, «салют» илемлĕ кăна мар, хăрушă та. Инкеке лекес мар тесен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла: петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма ирĕк пур лицензи илнĕ лавккасенче кăна туянмалла. Вĕсене хăçан хатĕрленине тата вĕсемпе хăçанччен усă курма юранине яланах сăнаса пăхмалла. Тĕркеме йĕри-тавра тĕплĕн  тĕрĕслемелле, вăл нÿрĕ тата уçă пулмалла мар. Пиротехника хатĕрĕсен вырăсла  инструкци пуррине  кăна  суйласа туянмалла.

– Енчен те пиротехника хатĕрĕсемпе çын суранланчĕ пулсан мĕнле пулăшу памалла-ха?

– Пиçсе кайнă ÿте, аманнă куçа, сурансене таса бинтпа çыхмалла. Юн юхма пуçласан сурантан çÿлерех жгут хумалла. Хут татăкĕ çине хăçан жгут хунă тĕрĕс вăхăта çырмалла, васкавлă пулăшу чĕнмелле. Пÿрне татăлса ÿксен вара, полиэтилен хутаçа таса пăр е юр ярса татăлнă пÿрнене унта хурса, аманнă çынна хăвăртрах медицина учрежденине çитерме тăрăшмалла.

– Апатпа наркăмăшланнă тĕслĕхсем те пулнă тетĕр. Эппин, пуян сĕтел те инкек патне илсе çитерме пултарать?

– Чăнах та, пурте тенĕ пекех Çĕнĕ çул валли пуян сĕтел хатĕрлеççĕ. Тĕрлĕ апат-çимĕçе çимесĕр чăтма питĕ йывăр. Анчах та çакна асра тытмалла: çуллă, пăрăçлă тата тем тĕрлĕ апата нумай çисе лартни вар-хырăм ĕçне япăх витĕм кÿрет. Тата нумай хатĕрлесе тултарнă апата пĕр кунтах çисе яма май çук, темиçе кун хушши çиесси йăлана кĕнĕ. Çавăнпа та уяв кунĕсенче апатпа наркăмăшланнă тĕслĕхсем сахал мар тĕл пулаççĕ.

Вар-хырăмлăха кăна мар, чĕрене те йывăр килет. Шел те, Çĕнĕ çул сĕтелĕ холестеринлă тата тăварлă апат-çимĕçпе, тĕрлĕ эрехпе пуян. Вĕсем вара пĕрле чирлĕ чĕрешĕн кăна мар, сыввишĕн те сиенлĕ. Юн пусăмĕ сасартăк хăпарса кайма пултарать, инфарктпа инсульт пулас хăрушлах ÿсет.

Çавăнпа та сывлăха сиен кÿрес темесен, уяв кунне выçă çÿремелле мар. Ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апатсене яланхи пекех вăхăтра çимелле. Сĕтел хушшине ларсассăн та виçине пĕлмесĕр çисе лартмалла мар. Сĕтел çинче пахчаçимĕçпе улма-çырла ытларах пулсан питĕ аван. Пĕрмай çисе лармалла мар, тăхтавсем тумалла, урама тухса çÿремелле.

– Эрех-сара та – инкексен тĕп сăлтавĕ. Ку тĕлĕшпе мĕн асăрхаттарнă пулăттăр?

– Шел пулин те, нумайăшĕ эрехсĕр савăнма пĕлмест. Хăшĕсем пĕр черкке шампань эрехĕпе е шурă эрех ĕçнипех çырлахаççĕ. Теприсемшĕн вара эрех ĕçсе лартмасăр уяв лайăх ирттернĕ пек туйăнмасть.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, уяв кунĕсенче шăпах ÿсĕр çынсем ытларах инкеке çакланаççĕ. Çавăнпа та малтанхи черккене ĕçес умĕн, ÿсĕрĕлсен çын хăйне-хăй алăра тытайманни, лару-тăрăва  тĕрĕс  хак  парайманни пирки шухăшламалла. Эрех нихăçан та ырри патне илсе çитерменнине  яланах асра тытмалла.

Тата çакна каласа хăварас килет: Çĕнĕ çул – çемье уявĕ, нумайăшĕ ăна ачасемпе пĕрле пĕр  сĕтел хушшинче кĕтсе илет. Ачасем вара мĕн пĕчĕкрен сĕтел çинче яланах эрех пуррине курса ÿссен вĕсен те малашне кашни уявах эрехпе ирттересси йăлана кĕрет.

Çавăнпа та уява тус-тăвансемпе, ачасемпе пĕрле сăра-эрехсĕрех савăнăçлă, интереслĕ ирттерме тăрăшмалла. Сывлăхлă  пулăр, хăвăра упрăр!

– Калаçушăн тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика