Ачана хĕн кÿнĕшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.03.2021, 09:22 Просмотров: 391

Республикăри Следстви управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Вăрнар район сучĕ пиллĕкри ачана хирĕçле преступлени тунă арçынна айăпланă. Хирпуç çыннине 3 çул та 1 уйăхлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарма йышăннă. Мĕншĕн суд тенкелĕ çине ларма тивнĕ-ха 30-ти çамрăк арçыннăн? Следстви палăртнă тата судра çирĕпленнĕ тăрăх, вăл çула çитмен арçын ачана хĕн кăтартса пурăннă тата вĕлерессипе хăратнă иккен.

Ун тĕлĕшпе тăратнă айăплав свидетельсен сăмахĕсемпе, экспертиза кăтартăвĕсемпе пĕтĕмпех çирĕпленнĕ. Айăпне вăл çавăн пекех хăй те тунман.

Çак путсĕр арçынтан шар кураканĕ – пĕрле пурăннă хĕрарăмăн пиллĕкри ывăлĕ. Палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи июнь–июль уйăхĕсенче вăл арçын ачана пĕрре мар «лектеркеленĕ».. Тăтăшах хĕнекеленипе пĕрлех пурнăçне татассипе те хăратнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика