Кам çивĕчрех?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.03.2021, 09:22 Просмотров: 332

Цифра пĕлĕвĕн Вăрнарти «IT-Куб» центрĕ иртнĕ эрнекун шахмат турнирне йĕркеленĕ. Уçă турнир икĕ ÿсĕмре иртнĕ.

13–15 çултисем хушшинче чи çивĕччи Çĕрпел шкулĕнче вĕренекен Вадим Максимов пулнă. Призерĕсем – Вăрнарти 2-мĕш шкулти Константин Кротенков тата Михаил Сергеев.

16–18 çултисенчен шахматла пуринчен ăста выляканни – ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Игорь Еников. Çĕрпелти Андрей Иванов 2-мĕш, Вăрнарти 1-мĕш шкулти Максим Петров 3-мĕш вырăнсене тухнă.

– Ăмăрту пурне те савăк кăмăл парнелерĕ. Елена Иванова уйрăм предприниматель кашни ачашăн чунтан пăшăрханчĕ. Турнир вĕçĕнче ун çĕнтерÿçĕсем валли кăна мар, шахмат сĕтелĕ хушшинче тупăшнисем валли те парнесем тупăнчĕç, – пĕлтерчĕ «IT-Куб» директорĕ Алексей Фирсов.

«IT-Куб» çитес эрнере ачасене тата тепĕр тупăшăва – «Хакатон» программировани енĕпе районсем хушшинчи конкурса – йыхравлать. Унта 7–11-мĕш классем хутшăнма пултараççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика