Хастар та пултаруллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.03.2021, 09:22 Просмотров: 350

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче Чăваш енри профессиллĕ вĕрентÿ организацийĕсенчи яш-кĕрĕмпе хĕрупраç хушшинче Б ушкăнри волейбол енĕпе финал ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Вăрнарсем çаврăнăçуллă та вăр-вар пулнă. Техникум хĕрĕсем ăмăртура пĕрремĕш, каччисем иккĕмĕш вырăнсем йышăннă.

Калас пулать, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн вĕренекенĕсем ытти спорт тĕсĕнче те маттур. Йĕлтĕрпе чупассипе те республикăра мала тухнă.

Техникум студенчĕсем спортра та хастар, ташă-юрăра та ăста. Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура çуртĕнче «Студвесна-2021» республика фестивалĕ пулнă. Конкурса техникум вĕренекенĕсем те хутшăннă. 10 пултарулăх номерĕ кăтартнă. «House» ташă коллективĕ «Хальхи вăхăтри ташă» тата «Эстрада ташши» номинацисенче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

I-мĕш курс студенчĕн Никита Никандровăн юрлас пултарулăхĕ пысăк. Вăл «Эстрада вокалĕ, соло» номинацире виççĕмĕш пулнă.

Музыка инструменчĕ каласа Дмитрий Осиповпа Кирилл Ксенофонтов палăрнă.

Студентсем самана таппинчен юлмаççĕ. Техникум общежитийĕнчи «Вместе ВОТ» волонтерсен отрячĕ «Социаллă видео» номинацире мала тухнă. Фестивалĕн çак тĕсĕнчех пултаруллă çамрăксем Мирон Музяков тата Ольга Голощапова иккĕмĕш вырăна тухнă.

«Çĕнтерÿçĕсене тата призерсене пур кăмăлтан саламлатпăр. Сирĕнпе мăнаçланатпăр», – тенĕ техникум директорĕн вĕрентÿ тата воспитани енĕпе тимлекен çумĕ О.Цыганова.

Елена ТОЛСТОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика