Йывăрлăхсене парăнман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.03.2021, 09:24 Просмотров: 418

Сиккипе пыракан лашана чарĕ, çунакан çурта та кĕрĕ... – хĕрарăмсене мухтакан çак каларăш ăнсăртран çуралман. Пурнăçран тухнă вăл. Хĕрарăмсем чăнах та пĕтĕм этемлĕхе тытса пынине пурнăç ĕнентерет.

Аслă вăрçă, ун хыççăнхи çулсенчи йывăрлăхсене астивнĕ хĕр-хĕрарăмсенех тĕслĕхе илер. Хăйсен черченкĕ хулпуççийĕсем çине тиеннĕ нуши-тертне нихçан никамăн курмалла ан пултăр, теççĕ вĕсем пурте. Туçи Çармăсри Нина Степановна Михайлова та çаплах. Унăн та – тыл ĕçченĕн, ĕç ветеранĕн – пурнăçĕ çăмăл килнĕ тееймĕн. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ выляса-савăнса иртмен. Мĕнпур ĕмĕте хăрушă вăрçă çапса хуçнă. Мĕн пĕчĕкренех аслисемпе танах колхоз уйĕсенче пилĕк авнă, пĕр пучах выртарса хăвармасăр тырпул пухма пулăшнă. Йывăр пулсан та юлхавланма хăтланман.

Çапла каласа панă вăл нумаях пулмасть хăйĕн патне саламсемпе килнĕ хăнасене. Саламсен сăлтавĕ вара сумлă – Нина Степановна тăхăр теçетке урлă каçнă. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Андрей Тихоновăн ырă сăмахĕсемлĕ çырăвĕсене ял поселенийĕн ертÿçи Сергей Волков çитернĕ. Вăл Нина Степановна ял-йышра чи хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнине палăртнă, вăрăм та сывлăхлă кун-çул суннă.

– Вăрçă вĕçнелле пире, çап-çамрăк хĕрсене, Киря тăрăхне вăрман ĕçлеме ăсатрĕç. Кунĕпе ларса канма вăхăт çук, çири тумтир каçхине те типме ĕлкĕрейместчĕ – ирхине çаплипех йывăç касма тухса утнă. Асрах-ха, пĕрре смена вĕçленсен киле кайма ирĕк пачĕç. Юрĕ пилĕк таран хÿсе лартнă, пĕр-ик утăм тăвасси те чĕр нуша. Çул çуккине пăхмасăрах çавах Йĕпреçе чакаланса тухрăмăр, унтан пăравуспа Вăрнара çитме пултартăмăр, – аса илнĕ тыл ĕçченĕ калаçу вăхăтĕнче.

Çамрăклăх пĕрре килет-çке. Темле тертлĕ пулсан та тунсăхлас килмест. Кунĕпе уй-хирте тар тăкнă хыççăн каçсерен фронтовиксем валли алсиш-нуски çыхма пухăннине, улахра хĕрсем темиçе çаврăм та пулин юрă шăрантарнине те, ташă картине тухнине те аса илнĕ Нина Степановна.

Мăшăрĕпе Александр Михайловичпа вĕсем пилĕк ачана çуратса ÿстернĕ, воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ĕмĕр тăршшĕпех маттур хĕрарăм тăван колхозра ырми-канми тăрăшнă% фермăра та вăй хунă, уй-хир ĕçĕсенчен те юлман. Алăра сăпка ачи пулсан та килте ларман ун чухне.

Пепкесене пăхса-ÿстерме пулăшнишĕн вăл хуняшшĕне ыр сăмахсемпе аса илнĕ. Лара-тăра пĕлмен виçĕ ывăлĕпе икĕ хĕрне асăрхаса тăма мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши, тесе тĕлĕннĕ. Халĕ хăй те мăнукĕсенчен пуян ĕнтĕ. Вунпилĕк мăнуксăр пуçне вунтăхăр кĕçĕн мăнукĕ уншăн – чăннипех те пурнăçри телейпе савăнăç.

Хамăр инф.  

 

Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика