Парăмçăсене палăртас тĕллевпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.03.2021, 09:24 Просмотров: 401

Унчченхи эрнере, мартăн 22–26-мĕшĕсенче, республикăри ытти хула-районти пекех Вăрнар тăрăхĕнче те «Парăмçă» оперативлă профилактика мероприятийĕ анлăн иртрĕ.

Штрафсене вăхăтра тÿлеменнисене явап тыттарас ĕçе полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД сотрудникĕсем пысăк тÿпе хывнине палăртмалла.

Çак тапхăрта вĕсем кунсеренех районти суд приставĕсемпе пĕрле ятарлă рейдсене тухнă. Пĕрлехи профилактика мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – штрафсене татассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакансем тĕлĕшпе саккунлă мерăсем йышăнасси. Автоинспекторсене, паллах, водительсем çул-йĕр штрафĕсене вăхăтра тÿлени уйрăммăн кăсăклантарнă.

Эрнекун, сăмахран, поселокри çулсем çине тĕрĕслевпе районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Геннадий Казыкин тата Станислав Семенов инспектор тухрĕç. Вĕсем иртен-çÿрен машинăсене профилактика тĕрĕслевĕ майĕпе йышлăн чарчĕç. Водительсем çинче парăмсем «çакăнса» тăмаççĕ-и – ку информацие вара суд приставĕсем хăйсен даннăйсен бази тăрăх вырăнтах тишкерчĕç. Айăпа кĕнисем тĕлĕшпе тÿрех административлă протоколсем çырчĕç.

– «Парăмçă» оперативлă мероприяти кунĕсенче чылай водителе асăрхава илме май килчĕ. Чăнах та вĕсем хушшинче парăмçăсем те тупăнчĕç. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн лекнĕ штрафсене вăхăтра тÿлемен водительсем тĕлĕшпе кăна 15 протокол çырма тиврĕ. Вĕсене малашне мĕнле явап тыттарассине административлă ĕçсене пăхса тухса суд палăртать, – пĕлтерчĕ Геннадий Казыкин.

Вăл штрафсене çийĕнчех татни лайăхраххине уйрăммăн палăртрĕ.

– Постановление кăларнă хыççăн 20 кун иртиччен штрафа 50 процентлă çăмăллăхпа – ун виçин çуррине кăна – тÿлеме пулать. Çакă укçа-тенкĕне самаях перекетлет, – терĕ вăл.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика