Упăшкине вĕлернĕ, арăмне амантнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2018, 10:15 Просмотров: 487

Уяв умĕн Вăрман Кипек ялĕнчен сарăлнă хăрушă хыпар çывăхра пурăнакансене кăна мар, районĕпе мĕнпур çынна пăлхатрĕ: пĕр хуçалăхра 54-ри арçынна хăй килĕнчех çĕçĕпе чиксе тискеррĕн вĕлернĕ, арăмне те йывăр амантнă. Ирсĕре районти полици сотрудникĕсем, юнашар районсенчи ĕçтешĕсем, тĕп хулари йĕрке хуралçисем çĕрĕпе шырарĕç. Тепĕр кунне тин Шупашкарта çулса илме май килнĕ тарса пытаннăскере.

«Çак усал преступление тунăшăн тытса чарнă 63-ри арçынна халĕ РФ Уголовлă кодексĕпе килĕшÿллĕн айăплав тăратнă. Следователь ыйтăвне тивĕçтерсе суд ăна ирĕкрен хăтарса хупса лартма йышăннă. Хальхи вăхăтра следстви ĕçĕсем туллин иртеççĕ. Медицинăпа генетика, биологи тата ытти тĕрĕслевсене пурнăçлама палăртнă. Вĕсен кăтартăвĕсем çак тискерлĕх мĕнле майпа тухма пултарнине уçса пама пулăшĕç. Следствин айăпланакан арçын психиатр учетĕнче шутланни çинчен даннăйсем пур», – пĕлтереççĕ Раççей Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕнчен.

Уголовлă ĕç материалĕсенчен çакă паллă. Декабрĕн 28-мĕшĕнче халĕ айăпланакан арçын Шупашкартан Кивçурт Енĕше килсе çитнĕ. Усал шухăш малтанах тĕвĕленнĕ-ши е вырăнта çуралнă-ши, анчах çав каçхине вăл Вăрман Кипеке çул тытнă. Хăйĕнпе пĕрле икĕ çĕçĕ пулнă унăн. Кунта пĕр киле кĕрсе хуçине темиçе хутчен хырăмран, чĕре тĕлĕнчен чикнĕ. Арăмне те çĕçĕсемпе яшлаттарнă – кăкăртан, хырăмран. Кил хуçи инкек вырăнĕнчех тÿрех вилнĕ, мăшăрĕ вара ирсĕртен тарса çăлăнма вăй çитернĕ. Кÿршисем патне çитсе пулăшу ыйтма пултарнă, хăйсене кам тапăннине те пĕлтернĕ. Йывăр суранланса юн çухатнăскер çакăн хыççăн тăнне çухатнă. Хĕрарăм халĕ больницăра сиплевре.

Преступлени тунă хыççăн Шупашкара таврăннă арçын явапран хăтăлайман – ăна полици сотрудникĕсем тепĕр кунне тытса чарнă.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика