Айăплавран хăтăлайман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2018, 10:16 Просмотров: 529

Пĕлтĕрхи июньте Кушлавăшра 50-ри арçын асар-писер хĕнесе мăшăрĕн пурнăçне татни çинчен хаçатра çырнăччĕ. Киревсĕр ĕç тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ тишкерсе тĕпченĕ. Следовательсем пухнă материалсене суд айăплав приговорĕ кăларма çителĕклĕ тесе йышăннă. Свидетельсен кăтартăвĕсемпе суд экспертизисем те çакна çирĕплетнĕ.

Следствипе Вăрнар район сучĕ палăртнă тăрăх, преступление тунă кун арçын ÿсĕр пулнă. «Хаяр шĕвек» витĕмĕпе урмăшнăскер арăмĕпе харкашма, тискеррĕн хĕнеме пуçланă. Чĕрĕ вырăн хăварман – пĕтĕм кĕлеткине çапса-тапса пĕтернĕ. Сывлăхне юриех йывăр сиен кÿнипе арăмĕ вилнĕ май (РФ Уголовлă Кодексĕн 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕ) арçынна 7 çуллăха ирĕксĕр хăварнă. Айăплав вăхăтне çирĕп режимлă колонире ирттерме тивет.

Çĕмĕрлери следстви пайĕ тишкернĕ тепĕр уголовлă ĕçпе те – районти 4 çамрăк тĕлĕшпе – суд айăплав йышăнăвĕ кăларнă. Преступление мĕнле шайра хутшăннине кура вĕсене тĕрлĕ статьясемпе явап тыттарнă – ют çурт-йĕре саккунсăр майпа кĕнĕшĕн тата малтанах каварлашса ушкăнпа, вăйпа усă курса вăрă-хурахла çаратнăшăн. Условнăй майпа ирĕксĕр хăварнăскерсен юсану вăхăчĕ кашнин тĕрлĕрен – çулталăкран пуçласа 2 çул та 10 кунччен.

Пĕлтĕрхи январĕн 28-мĕшĕнче 15–22 çулти çак тăватă çамрăк пĕр ялтах пурăнакан тепĕр çамрăкăн килне пуçтахланса кĕрсе тăнă. Хăйсене 2 пин тенкĕ тупса пама ыйтнă. Кил хуçи килĕшмен – укçа çук тесе пĕлтернĕ. Анчах «каçхи хăнасенчен» чи аслине хирĕçле сăмахсем кăмăла кайман. Вăл ăна хĕненипе пĕрлех çĕçĕпе хăмсарса вĕлерессипе те хăратнă. Хăй пурнăçĕшĕн шикленсе çамрăкăн килĕнчен тухса кайма тивнĕ. Вăрăсем компьютер мониторĕ, кĕсье телефонĕ тата ытти пурлăха йăкăртнă.

Уголовлă ĕçе тишкернĕ май следователь шалти ĕçсен пайне те представлени тăратнă. Уйрăммăн илсен, çула çитменнисем хушшинче преступленисене асăрхаттарас ĕçре çитменлĕхсем пуррине палăртнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика