Калинино ачисем Николаевран тĕслĕх илеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2018, 10:17 Просмотров: 654

Ку шкул ачисен патриотизмла воспитани тĕлĕшпе паха тĕслĕх илмелли çынсем нумай. Иван Николаевич Николаев полковник вара уйрăмах пысăк хисепре.

Вăл дисциплинăллă, чăн-чăн çар çынни пулнипе çеç мар, çынлăхлă, пысăк чунлă пулнипе палăрса тăрать. Çамрăксене патриотизм туйăмĕпе ÿстерес ĕçе нумай вăй, ăс хывать. Вăл – Чăваш енре кадет юхăмне пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Мускаври чăваш офицерĕсен «Сыны Отечества» юлташлăхăн председателĕн заместителĕ.

Иван Николаевич Николаев полковник Калининăри вăтам шкулта пулнă, кадетсемпе, çар вĕренĕвне суйласа илес текенсемпе çывăх калаçнă. Кăçал акă 11-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен тăваттăн – Александр Иванов, Никита Иванов, Дмитрий Козлов, Евгений Крылов – çĕршыври тĕрлĕ çар училищисене каясшăн. Ку енĕпе вĕсен шкулта хывнă никĕс пур – пĕлĕвĕ те, ăсталăхĕ те пысăк.

Иван Николаевич ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортпа туслă пулма, сывлăха çирĕплетме чĕнсе каланă. Шкула патриотизм сĕмĕллĕ кĕнексем парнеленĕ.

Шкулта вĕренекенсем полковника хăйсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулнишĕн, вĕрентсе пынишĕн тав тунă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика