Ĕçлеме те, канма та пĕлмелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2018, 10:18 Просмотров: 519

Пурнăç йĕрки çапла вăл: кун килет те каç пулать. Çапла майпа вăхăт сисĕнмесĕр малалла шăвать. ,нер кăна шухăшсăр çÿреттĕмĕр, хамăра ирĕклĕрех туяттăмăр, паян вара йăлтах урăхла. Кунсем-çулсем сисĕнмесĕрех çынна майĕпен улăштараççĕ иккен. Çавах та иртнине манма çук.

Çамрăклăх хаваслăх чылай парнеленине пытараймăн. Яш чух каç пуласса кăна кĕтеттĕмĕр: ара пĕр-пĕринпе тĕл пулма май пур-çке. Тус-юлташпа клуба пуçтарăнсан чун-чĕрене ăшăлăх пырса кĕретчĕ. Çамка çине тар тапса тухиччен ташлаттăмăр. Каччăсемпе пĕрлех хĕрсем те савăнатчĕç. Залра илемлĕ кĕвĕ янăраса кайсан вĕсем те ура çине сиксе тăратчĕç. 90-мĕш çулсем пуçламăшĕнче ялта çамрăксен йышĕ те пурччĕ. Хĕрсем хулана вĕренме е ĕçлеме кайнă пулин те кашни канмалли куна тăван кĕтесе таврăнатчĕç. Хăшпĕр чухне юлташĕсене хăнана илсе килетчĕç. Çавăнпа клуб, уйрăмах шăматкун, пушă ларман. Яшсемпе пикесем ташласа ывăнсан та киле кайма васкаман. Вăйăсем выляссине те мала хунă. Çурçĕр иртсен кăна культура учрежденийĕн çуртĕнчен тухнă, хаваслă, тулли кăмăлпа киле саланнă. Паллах, каччăсем хĕрсене хăйсем тĕллĕн уттарман, ăсатса янă. Вăл вăхăтра пĕр-пĕрне кÿрентересси пирки шутлама та пултарайман, мĕншĕн тесен ял çамрăкĕсем хушшинче туслăх хуçаланнă. Хăшпĕр хĕрсем патне ютран килнисене çывăха та яман.

– Савнине ăсатнă хыççăн киле çитсе вырăн çине кĕрсе выртсан та йăпăр-япăр çывăрса каяймастăмччĕ. Унăн хитре сăнарĕ куç умĕнчен каймастчĕ. Юратнă хĕршĕн минтере вĕри куççульпе йĕпетни те пулман мар. Ара, шухă çамрăклăх унсăр иртместех ĕнтĕ. Чĕрене çунтараканни санран пăрăнса утса тепринпе киле кайни чуна самаях ыраттарнă çав, – тенĕччĕ иртнине аса илсе юлташăм Валерий.

Халĕ, çулсем иртнĕ хыççăн, кулăшла пек те, анчах чăнлăха асран кăлараймăн, мĕншĕн тесен вăл яланлăхах чĕрене кĕрсе вырнаçать.

Иртнине хурламалли çук. Вунă е ытларах çул ялсенчи культура çурчĕсем лайăх ĕçлетчĕç. Кино курма та каçсерен чылаййăн пухăнатчĕç. Ял çыннисем килте ларман, йышпа пĕрле пухăнса канни ĕçлеме вăй-хăват панă пулинех. Çĕнĕ çул умĕнхи уяв каçне уйрăмах лăк тулли пухăнатчĕ халăх. Елка тавра юрăсем юрласа çаврăнатчĕç. Мĕнех калăн, ĕçлеме те, савăнма та пĕлнĕ ял çынни. Колхоз правленийĕ те кану çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Репетицисене çÿрекенсене хавхалантарма тĕрлĕ майсем тупнă.

Шел пулин те, паян эрне варринче çеç мар, шăматкун каçхине клуба кайсан та шалта çын сахаллине асăрхатăн. «Кашни килте телевизорпа компьютер пурри чăрмав кÿрет», – çапларах калама пăхаççĕ хăшпĕр культура ĕçченĕсем. Паллах, çĕр тĕрлĕ сăлтав тупма пулать. Тен, хăйсенче те айăп пур. Культура ĕç-хĕлне çÿллĕ шайра туса пымасан епле майпа илĕртме пултарăн-ха; Чуна тыткăнлакан мероприятисем хатĕрлесен ял çынни паянхи кун та клуба пыма вăхăт тупатех. Ватти те, вĕтти те клуба хăпса тухтăр тесен спектакльне те, концертне те хатĕрлемелле. Тĕрĕссипе, çынна интерес кĕртме пĕлмелле. Уяв каçĕсене ячĕшĕн, отчет тумашкăн кăна ирттерсен ял çынни тепрехинче пымасан те пултарать.

Халĕ райцентрта кафесемпе барсем çурçĕр иртичченех ĕçлеççĕ. Яшсемпе хĕрсем ытларах унта вăхăта ирттереççĕ, çавăнпа клуба пымаççĕ. Пуриншĕн те паллă: пĕр-пĕр кафене ташласа савăнма мар, «киккирикĕсене» хĕртме кăна кĕреççĕ çамрăксем. Юратăва та хакламаççĕ теприсем, хĕрсене кÿрентерме те именмеççĕ. Хăйсен пултарулăхне аталантарасчĕ те, çук вĕт, клуба тухса мероприятисене хутшăнмаççĕ. Ахальтен мар халĕ район шайĕнчи пĕр-пĕр смотр-конкурс вăхăтĕнче аслăрах çулсенчисене ытларах куратăн. Сцена вăл çамрăксемпе илемлĕ. Çакна  шута илесчĕ паянхи яшсемпе хĕрсен. Ялта тĕплентĕн пулсан кану валли те вăхăт тупмалла. Ăна вара усăллă ирттермелле. Тĕп хуларан артистсем килессе кĕтсе лармалла мар, пĕр-пĕр спектакльте выляса е концерта хутшăнса ăсталăхпа палăрмалла. Çакă хăвăнне кăна мар, курма пыраканăн кăмăлне те çĕклĕччĕ.

Юрий КОРНИЛОВ. 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика