Ачасем çут тĕнчене килеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2018, 10:21 Просмотров: 708

ЗАГС пайĕн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Кунта ача çуралсан, мăшăрланас, ят улăштарас тата ытти ыйтусемпе килеççĕ.

2017 çулта районта 139 мăшăр çемье çавăрнă. Унчченхи çул вара 124 мăшăр пĕрлешнине регистрациленĕ. Кăçал пĕри Молдова Республикинче пурăнаканпа мăшăрланнă.

Иртнĕ çулта 297 ача кун çути курнă пулсан, 2016 çулта 328 ача çуралнă. Икĕ хĕр 18 çула çитмесĕрех пепкесем çуратнă.

Пĕлтĕр 550 çын пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă: 293 арçын тата 257 хĕрарăм. Арçынсен вăтам пурнаслăхĕ 63 çулпа, хĕрарăмсен 78 çулпа танлашнă. Шел пулин те, пĕр ача çулталăка çитмесĕр çут тĕнчепе сывпуллашнă.

ЗАГС пайне ятпа хушамата улăштарас ыйтупа 14 çын пынă.

Кăçалхи январĕн 2-мĕшĕнче Русланпа Алиса çемйинче йĕкĕрешсем çуралнă. Иккĕшĕ те ывăл. Вĕсене Серафим тата Елисей ятсем панă.

Ю.КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика