Стипендиатсем тăваттăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2018, 10:22 Просмотров: 426

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксене ятарлă стипенди парасси пирки Указа алă пуснă. Телейлисен списокне Вăрнар яш-кĕрĕмĕ те кĕнĕ.

Вĕсенчен иккĕшне хамăр районта пурăнакансем çеç мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Дмитрий Львов та, Валентина Тикинева та – паллă, пултаруллă спортсменсем. Дима ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пысăк çитĕнÿсем тăвать, Чăваш ен, Раççей шайĕнчи чылай турнир çĕнтерÿçи. Валентина çăмăл атлетикăра, йĕлтĕр спортĕнче, полиатлонра маттур. Ăна та ачаранах тĕрлĕ шайри ăмăртусен пьедесталĕсем çинче куратпăр. Дима Львов та, Валя Тикинева та Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ.

Стипендиатсен йышне кĕнĕ тепĕр икĕ çамрăк – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем. Дмитрий Прокопьев та ăста спортсмен. Футболти (вăл «Химик-Августăн» çамрăксен команди йышĕнче вылять), йывăр атлетикăри çитĕнĕвĕсем курăмлă.

Элина Иванова – вĕренÿ отличници. Экономика дисциплинсен преподавателĕ Алексей Николаевич Фирсов ертсе пынипе ку темăпа республикăри нумай олимпиада-конкурсра çĕнтернĕ, конференцисене хастар хутшăнать.

Стипенди виçи 1830 тенкĕпе танлашать. Ăна çулталăк тÿлеççĕ. Пулăшăва çамрăксем вĕренÿре, тĕпчевре, наукăра, творчествăра, производствăра, спортра, обществăлла ĕç-хĕлре тата бизнесра тунă кăтартуллă çитĕнÿсемшĕн тивĕçеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

 

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика