Пĕрле тухăçлă ĕçлеме май пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.05.2021, 10:31 Просмотров: 436

Паянхи обществăра этемлĕхĕн черченкĕ çуррин пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ арçынсенчен пĕрре те кая мар. «Хĕрарăмăн вырăнĕ плита умĕнче тăрасси те ача пăхасси» текен каларăш тахçанах актуаллăхне çухатнă. Нумай сферăра вĕсем çивĕчрех те, çаврăнăçуллăрах та, профессионаллăрах та. Хăйсене Турă пилленине – ачасене пурнăç парнелесе ÿстерессине – тивĕçлĕ пурнăçланипе танах пысăк предприяти-хуçалăхсене ÿсĕмлĕ ертсе пыраççĕ вĕсем, влаç органĕсенче чи çÿллĕ постсене йышăнаççĕ, наукăра çĕннине уçаççĕ, спортра рекорд хыççăн рекорд «çапаççĕ»...

Районти хĕрарăмсен юхăмĕ те пурнăçăн тĕрлĕ сферинче активлă 200 ытла хастара пĕрлештерет. Тĕп канашра вĕсем 35-ĕн – чи пуçаруллисем, чи кăткăс ыйтусене татса пама хатĕррисем. Мĕнпур ял поселенийĕнче те çавăн пекех хăйсен канашĕсене туса хунă.

Пĕрлешÿ хут çинче кăна шутланса тăманнине, районта ун витĕмĕ чăнах та пуррине пирĕн ĕç-хĕл яр уççăн çирĕплетет. Организаци обществăлла пĕлтерĕшлĕ пулнă май, канаш ĕçĕнче социаллă проектсене пурнăçласси мала тухать. «Санăн ĕмĕтри уяв» ятпа пуçарни, акă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене праçниксемпе савăнтарас тĕллевлĕ. Тепри – «Уçă калаçу» – йывăр лару-тăрăва лекнĕ, çула çитменнисен комиссийĕнче тăракан ачасемпе çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшать. Унсăр пуçне, «Библиотека – йывăрлăхри ачасен реабилитаци центрĕ», «Библиотека – ачасемпе çамрăксен патриотла воспитанийĕн центрĕ» проектсем те паянхи çивĕч ыйтусене хускатаççĕ. Нумай чухне ку проектсен авторĕсем – библиотекарьсем. Вĕсене ĕçе кĕртессишĕн тăрăшакансем, пурне те пĕр шухăшлăн пĕтĕçтерекенсем те хăйсемех. Тепĕр тесен, вырăнти канашсенчен ытларахăшĕн председателĕсем те вĕсемех.

Культура тытăмĕнче тимлекенсен хастарлăхне те уйрăммăн палăртас килет. Вĕсем тăрăшнипех ĕнтĕ поселокри-ялсенчи хĕрарăмсен хăйсен интересĕсене кура тĕлпулусем йĕркелеме, пултарулăхĕсене кăтартма майсем пур. Çак учрежденисем çумĕнче, сăмахран, «Ал ăсти» (Кушар Юнтапа), «Селяночка» (Кÿлхĕрри), «Мастерица» (Малтикас Ялтăра), «Надежда» (Хирпуç), «Сударушка» (Чăрăшкас Хирлеп), «Мир женщин» (Çĕрпел), «Кудесница» (Енĕш), ытти клубсем ĕçлеççĕ.

Вăрнарти историпе краеведени музейĕ вара (ертÿçи – Елена Шарипова) «ылтăн» ÿсĕмри хĕрарăмсене кулленех пухать. Çулĕсене кура мар çивĕчскерсем тĕрлĕрен мастер-классене хутшăнаççĕ, алĕçĕпе аппаланаççĕ, калаçаççĕ-хутшăнаççĕ. Чи кирли вара – тивĕçлĕ канура çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, тулли пурнăçпа пурăнма хавхалану илеççĕ. Район администрацийĕ çумĕнче те «Сăвап» клуб пур. Вăл ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене опекăна е усрава илнĕ çемьесене пулăшу парать. Мĕнпур клубсен ĕçне социаллă педагогсемпе психологсем, социаллă тивĕçтерÿ специалисчĕсем, йĕрке хуралĕн представителĕсем, чиркÿсен настоятелĕсем, ыттисем чи активлă майпа хутшăнаççĕ.

Кăçалхи 2021 çул Чăваш ен Пуçлăхĕн Указĕпе Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене çĕклекенсен мухтавĕ тата чыславĕ майĕпе иртет. Халăхăмăрăн историйĕнчи çак событиренпе 80 çул çитнине халалланă мероприятисенчен те районти Хĕрарăмсен канашĕ аякра юлмасть. Пачах урăхла, чылайăшне шăпах хăйĕн пуçарăвĕпе йĕркелет. Чăрăшкас Хирлепри культура çурчĕ çумĕнчи «Асамат» халăх театрĕ, акă, Э.Пиженко пьесипе халăх умне премьерăпа тухрĕ. Çĕнĕ «Хĕрарăмсем» спектакль шăпах вăрçă çулĕсенчи колхозницăсен нушаллă шăпи çинчен. Районти краеведени музейĕ «ĕç фрончĕн» паттăрĕсен тата «вăрçă ачисен» асаилĕвĕсем çинче никĕсленнĕ статьясен конкурсне те кăсăклă ирттерчĕ. Астăвăмшăн питĕ хаклă мероприяти. Пухăннă истори материалĕсем çитес ăрусем валли упранĕç. Ачасемпе çамрăксене йышлă явăçтарса истори сехечĕсемпе Хăюлăхпа Астăвăм урокĕсем те Малти Ишекри, Çĕньял Хапăсри, Кÿстÿмĕрти, ытти библиотекăсенче пулчĕç.

Палăртас килет, вырăнсенчи хĕрарăмсен канашĕсем тулли вăйпа тимлеççĕ. Поселенисенче, ĕç коллективĕсенче хисепре. Пĕр-пĕр ыйтăва татса пама, тĕрĕс йышăну патне тухма тĕрлĕрен меслетсемпе ĕçлеççĕ пулин те, пурне те пĕр пулăм çывăхлатать – ырă ĕç туни.

Санарпуç, Ярмушка, Кÿстÿмĕр, Хирпуç, Аçăмçырми тата Çĕрпел тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕсем уйрăмах ырă ята тивĕç. Вĕсем поселени администрацийĕ ирттерекен мероприятисене хутшăннипе çеç çырлахмаççĕ. Хăйсем социаллă сферăри акцисемпе проектсене пурнăçа кĕртеççĕ, ял пурнăçне хăтлăлатас, хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтусене çĕклеççĕ.

Тепĕр, ман шутпа, питĕ пĕлтерĕшлĕ сĕнÿ пур. Хĕрарăмсен канашĕсен тытăмĕнче учительсене, предпринимательсене хальхинчен йышлăрах курас килет. Çавăн пекех – ял поселенийĕсен депутачĕсене те. Вĕсем – халăха вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çыхăнтаракан тĕп звено. Пĕрлешсе тăрăшсан тăван тăрăхăн аталанăвĕшĕн, кунта пурăнакансен ăнăçлăхĕшĕн тата ытларах тухăçлă ĕç тума май пулĕ.

Пултаруллă та маттур хĕрарăмсене хамăр йыша чĕнетпĕр.

Людмила УТКИНА, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ.          

 

Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика