Чăваш ен çыннисем суйлава хутшăнакан кандидатсене палăртрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2021, 16:38 Просмотров: 1351

Çĕртмен 1-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти çу уйăхĕн 24–30-мĕшĕсенче йĕркеленĕ малтанхи сасăлава пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăннă республика çыннисен шучĕ рекорд шайĕнче пулнă – 181 пин те 27 çын. Çĕнтерÿçĕсене халăх сасăласа палăртнă.

Малтанхи сасăлавăн тĕллевĕ мĕнре-ха; Суйлава хутшăнакан кандидатсен списокне хатĕрличчен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти республикăра пурăнакансемпе канашлать: çынсем кама ытларах шанаççĕ. Чи нумай сасă пухнисене парти суйлава хутшăнма ирĕк парать. Аса илтеретпĕр, авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш енре ЧР Патшалăх Канашĕн тата РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕсем иртĕç.

Кăçал иртнĕ малтанхи сасăлавăн хăйне евĕрлĕхĕсем пур. Уйрăмах палăраканни – çынсем электрон майпа сасăлани. Малтанласа шиклентерчĕ пулин те, çапах ку меслете суйлавçăсем çăмăллăнах йышăнчĕç. Çакна унта хутшăннисен шучĕ рекордла пысăк пулни те кăтартать. Чăнах та, килтен тухмасăрах сасăлама питĕ меллĕ-çке. Кунсăр пуçне цифра технологийĕсем сасăлава уççăнлăх кĕртрĕç.

Чăваш ен çыннисен суйламалăх йыш пулнă, малтанхи сасăлава хутшăнма 220 кандидат регистрациленнĕ. Çĕршывра вăтамран регионта пурăнакансен 10 проценчĕ сасăланă пулсан, Чăваш енре çак хисеп икĕ хута яхăн нумайрах. Е сасăлава республикăри кашни пиллĕкмĕш çын хутшăннă. Çакă 2016 çулхи кăтартусенчен пысăкрах.

Иртнĕ сасăлавăн тĕп сăмахĕсем – çĕнелни, конкуренци, тĕрĕслĕх – Чăваш енри сасăлава тĕрĕс хак параççĕ. Регистрациленнĕ кандидатсен йышĕнче республикăн Патшалăх Канашĕнче ĕçленисем тата халĕ ĕçлекеннисем питĕ сахаллăн. «Пысăк политикăра» çĕнĕ çын нумай. Тĕслĕхрен, парти списокĕпе Патшалăх Думине каякан виçĕ çын йышне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кĕнĕ, Патшалăх Думин пĕр мандатлă округĕсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – вĕрентÿ министрĕ Алла Салаева (Шупашкар округĕ) тата Леонид Пронин предприниматель (Канаш округĕ) çĕнтернĕ.

Кĕрешÿ чăннипех те çивĕч пулнă. ЧР Патшалăх Канашĕн кашни округĕнче вăтамран 7 кандидат регистрациленнĕ, РФ Патшалăх Думин икĕ округĕнче – 17 тата 19. Парти списокне лекессишĕн 31 çын тупăшнă.

Малтанхи сасăлавра партин республика списокĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова çĕнтернĕ. Вăл 128 пин ытла сасă пухнă. Уншăн сасăлава хутшăннисен 71 процентне яхăнăшĕ хăйĕн сассине панă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика