Мунчасем тивсе илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.01.2018, 11:03 Просмотров: 524

Статистика кану кунĕсенче, уйрăмах сивĕре, ытларах мунчасем çулăмран шар курнине кăтартать. Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун та республикăри çăлавçăсемшĕн лăпкă пулман. Мунчаран тухнă пушарсене сÿнтерме вĕсем 5 хутчен хутшăннă. Çав йышра – районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем те.

МЧС-ăн республикăри тĕп управленийĕн информацийĕ тăрăх, вырсарникун 17 сехетре Вăрнарти Комсомольски урамĕнчи мунчара çулăм тивсе илнĕ. Юрать, «хĕрлĕ автан» асар-писер сарăлман, çуртăн маччи сиенленнĕ. Малтанхи тĕрĕслевсем хыççăн инкек сăлтавне тĕтĕм çулĕ юсавсăр пулнипе çыхăнтараççĕ.

22 сехет те 30 минут тĕлĕнче пĕрлĕхлĕ пулăшу службине Çавалкасран хыпар çитнĕ. Каллех мунча çуннă. Çулăм тăрăна сиен кÿнĕ.

Хăвăра тата çемьене инкексенчен çăлса хăварас тĕллевпе мунча кăмакисене хутнă-ăшăтнă чух хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттараççĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем. Вĕсен юсавлăхĕ те пĕрмаях тимлĕхре пулмалла. Кăмакана тĕрĕс мар купалани е вырнаçтарни, тăрпасен кирлĕ çÿллĕшне уяманни, умра тимĕр листи çукки – мĕнпур йăнăшсем инкек сăлтавне куçма пултараççĕ. Тăрпана тулнă хăрăм та хăрушă. Тĕтĕм çулне виçĕ уйăхра пĕрре те пулин тасатса тăмалла.

Çапăнакан пÿлĕмре 12–24 Вольт напряжениллĕ тата  60 Ваттран пĕчĕкрех хăватлă лампăсем хăрушсăр шутланаççĕ. Электропроводка асбест изоляциллĕ пулмалла, выключателе урăх пÿлĕмре вырнаçтармалла. Электричество лампине пăспа шывран ятарлă плафонпа хÿтĕлĕр.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика