Кăтартусем ÿсĕмлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.01.2018, 11:09 Просмотров: 694

Январĕн 15-мĕшĕ – Раççей Следстви комитетне йĕркеленĕ кун. Професси уявне ку тытăмри сотрудниксем кăçал çиччĕмĕш хут паллă турĕç. Ун тĕлне Чăваш енри следовательсем хăйсен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, çав шутра – коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе те.

Следстви комитетне мĕн туса хунăранпах коррупциллĕ ĕçсемпе çыхланакансене пăркăчласси чи пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Республикăн патшалăх влаçĕн тата йĕрке хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăнура пĕрле ĕçлени преступленисене вăхăтра тупса палăртма, пахалăхлă тишкерме май парать.

Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн сотрудникĕсем 2017 çулта коррупци паллиллĕ тĕслĕхсемпе 140 уголовлă ĕç пуçарнă. 50 ĕçе тишкерсе суда ярса панă, айăпа кĕнисем – 56 çын. Çичĕ çул хушшинче ку ушкăнри преступленисемпе пуçарнă уголовлă ĕçсен шучĕ 2,1 пине çитнĕ. Çакă должноçри çынсем, ертÿçĕсемпе пуçлăхсем патшалăх шучĕпе пуяс шухăшпа саккуна пăсма та хăраманнине кăтартакан пысăк хисеп. Следовательсем тĕпченĕ киревсĕрлĕхсенчен ытларахăшĕ – службăри ултав е документсенче суя кăтартни (39 уголовлă ĕç), служба вырăнĕпе усă курса пурлăх вăрлани (25) тата ултавлă ĕç туни (21), должность полномочийĕсемпе иртĕхсе усă курни (16), взятка илни (16).

Следстви палăртнă коррупцие пула обществăпа патшалăха кÿнĕ тăкакăн виçи те пĕчĕк мар, 47,5 миллион тенкĕ енне. 31,5 миллион тенкине саплаштарма май килнĕ, кăтарту 2016 çулхинчен 3,5 хут лайăхрах. Паллах, çирĕп мерăсемсĕр май çук – ултавлă майпа йăкăртнă укçа-тенкĕне тавăрма айăплисен хваттерĕсем, автомашинисем, çĕр участокĕсемпе çурчĕсем çине арест хума тивнĕ.

Коррупциллĕ преступленисемшĕн пĕлтĕр суд тенкелĕ çине 16 депутатпа вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен должноçри çыннисем (çав шутра муниципалитетсен 7 ертÿçи) ларнă. Тĕпрен илсен, çĕр участокĕсемпе çыхăннă «махинацисемшĕн». Пĕрисем документсене ылмаштарса суя сведенисем кĕртнĕ. Теприсем, сăмахран ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, контрагентсем килĕшÿри пĕтĕм ĕçсене пурнăçланă тесе алă пуснă. Чăннипе ĕçĕсем хут çинче кăна.

Республикăри следстви управленийĕ Чăваш Республикин прокуратурипе, шалти ĕçсен министерствипе, Федераллă хăрушсăрлăх службин, айăплава пурнăçа кĕртессипе тимлекен тата суд приставĕсен федераллă службисен управленийĕсемпе пĕр тĕвĕре ĕçленипе кăна коррупцие хирĕç кĕрешессинче кăтартусене ÿстерме пултарнине палăртать.  

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика