Саккунлăха хÿтĕлесе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.01.2018, 11:10 Просмотров: 356

Январĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн прокуратурин органĕсен ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Прокуратура тытăмне туса хунăранпа кăçал 296 çул çитрĕ.

Прокуратура органĕсенче тимлекенсем паянхи кун та яланхи пекех саккунлăха хÿтĕлес, право йĕркине тытса пырас тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Вăрнар район прокуратури 2017 çулта федераллă саккунсене пăснă 922 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе саккунсăр право акчĕсене 180 хирĕçлев хунă, саккуна пăснине пĕтерме хушса 302 представлени тăратнă. Кунсăр пуçне, граждансен тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе 114 тавăç (пĕтĕмĕшле 1779 пин тенкĕлĕх) янă. Прокурор йышăнăвĕсене пăхса тухса 88 çынна административлă явап тыттарнă, следстви органĕсене 3 тĕрĕслев материалĕ янă, вĕсем тăрăх 4 уголовлă ĕç пуçарнă.

Иртнĕ çулта район прокуратури 352 ыйтупа пĕлтерĕве татса панă, вĕсенчен 66-шне тивĕçтернĕ. Прокуратура сотрудникĕсем судра патшалăх айăплавне те йĕркелесе пыраççĕ. Пĕлтĕр 167 уголовлă ĕçпе тимленĕ. Прокуратурăна çынсем хăть мĕнле ыйтупа килме пултараççĕ. Кашнинех пулăшма тăрăшатпăр, вĕсен саккунлă интересĕсемпе прависене хÿтĕлеме мерăсем йышăнатпăр.

Ильфак МИФТАХУТДИНОВ,

Вăрнар район прокурорĕ юстици аслă советникĕ.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика