Чун апачĕ ăс-тăна пуянлатать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.01.2018, 11:10 Просмотров: 391

Услапа ялĕнчи Инна Афанасьевăна чылайранпа курманччĕ. Акă пĕр-пĕринпе тĕл пултăмăр та сăмах-юмахĕ çăлкуç пекех тапса тăра пуçларĕ.

– Ялти хĕрарăмăн хĕллехи каçсенче те ахаль ларма вăхăчĕ çукрах, ĕç ялан малти вырăнта уншăн. Çавах та пĕр-пĕр пичет кăларăмне алла тытмасан чунра пушă пек туйăнать. Эпĕ юнкунпа шăматкуна чăтăмсăр кĕтетĕп, мĕншĕн тесен çав кунсенче район хаçачĕ киле килет. Пытармастăп, «Çĕнтерÿ çулĕ» маншăн чи юратнă хаçат. Ăна вуласан кăна эпĕ район пурнăçĕпе туллин паллашма пултаратăп, – терĕ вăл.

– Мĕншĕн илĕртет-ха сире район хаçачĕ; – ыйту патăм Услапа ял хĕрарăмне.

– «Çĕнтерÿ çулĕ» – районпа çыхăннă хаçат. Унта хамăр тăрăхри ял çыннисен, тус-юлташсен, паллакансен сăнĕсене час-часах куратăп. Çавăнпа ку кăларăм чуна татах та çывăх пулĕ. Пире пурне те тÿрремĕн пырса тивекен ыйтăва – кулленхи ял пурнăçне ним ÿстермесĕр çутатни питех те килĕшет. Райхаçат ÿлĕмрен те тулли содержаниллĕ пуласса шанас килет, – шухăша уçрĕ И.Афанасьева.

Коллектива вара пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ.

Ярмушкари Рита Семенова та районта тухса тăракан хаçата кăмăлласа вуланине пĕлтерчĕ.

– Хаçат хакĕ хăратмасть. Ара чун апачĕ-çке вăл. Унсăр кăмăл та хуçăк. Мана ытларах ĕçре палăрнă çынсем, тĕрлĕ шăпаллă ватăсем çинчен çырни килĕшет. Усăллă сĕнÿ-канашсем те чуна çывăх. Редакцире ĕçлекенсем интереслĕ материалсем хатĕрлени сисĕнет. Çав сăлтавпах кăçалхи çур çултан «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тиражĕ ÿсрĕ. Çакă пире, вулакансене те, хытах савăнтарать, – кăмăллăн калаçрĕ ачасене вĕрентес ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă Р.Семенова.

Райхаçат содержани енчен пуян – вулакан та писмест унран. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата Вячеслав Николаев тĕп редактор ертсе пынипе журналистсем интереслĕ тума тăрăшаççĕ. Акă Светлана Чикмякована районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Унăн статйисемпе тĕрленчĕкĕсем вулакана хăйнеевĕрлĕхпе тыткăнлаççĕ. Хастар журналист паянхи çивĕч ыйтусене те çĕклеме шикленсе тăмасть. Сăвăсем те шăрçалама пултараканскерĕн ăсталăхĕ чăннипех те пысăк. Ахальтен мар республикăри тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерÿçĕсен йышне çулсерен лекет. Светланăшăн çĕнни малта, çавăнпа шыравра вăл.

Ирина Яковлева та ырă ята тивĕçнĕ ĕçчен. Унăн пĕр вăхăт ачапа ларма тиврĕ те, райхаçатра ĕçĕсем ытлашшиех курăнмарĕç. Халĕ ĕçе тухрĕ те – статья хыççăн статья калăплама пуçларĕ. Маттурскер чун хавалĕпе малалла талпăнать, ĕçе юратса пурнăçлать, шухăшĕсене уççăн палăртать.

Тепĕр маттур та пултаруллă ĕçтеш – Елена Порфирьева. Унăн статйисене е тĕрленчĕкĕсене вулама пуçлатăн та – вĕçне çитмесĕр те уйрăлма пултараймастăн. Мĕнех калăн, çырас ăсталăхĕ пысăк. Хальлĕхе вăл ачапа ларать-ха. Кĕçех ак ĕçе çĕнĕ вăйпа кÿлĕнĕ.

Редакци коллективĕнче ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ çамрăксем. Марина Сергеева, Инга Свечкина, Оксана Семенова, Андрей Николаев, Руслан Волков хăйсен тивĕçĕсене ăнланса пурнăçлаççĕ, ĕçе çĕнĕлĕх кĕртме тĕрлĕ майсем шыраççĕ. Вĕсемшĕн чи пахи – хаçат лайăх тухни. Кашни тăрăшуллă тата кăмăлĕсемпе ырă. Алисса Беляева бухгалтер вара пуян опытлă. Мĕншĕн тесен вăл райхаçатра чылайранпа ырми-канми вăй хурать.

Коллектив паянхи ÿсĕмпе çеç çырлахмасть, хаçат тиражне татах та ÿстересшĕн, районта пурăнакансен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарасшăн. Вулакан пулсан «Çĕнтерÿ çулĕ» йышпа ытларах та пуянланĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.       

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика