Хăрушсăрлăх çинчен ан манăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.01.2018, 11:12 Просмотров: 510

Кăшарни уявĕ умĕнхи каçхине тĕне ĕненекенсенчен нумайăшĕ вакка чăмса сăваплă шывра тасалма тăрăшать. Авалхи ĕненÿпе килĕшÿллĕн, çак кун мĕнпур шыв чир-чĕрсене сиплет тата вăй-хăват хушать.

Анчах пăр пек сивĕ шыва кĕни пуриншĕн те хăрушсăр мар. Малтанах ятарласа хатĕрленмен, ÿт-пĕве пиçĕхтермен-тĕк, хĕллехи шыв çамрăксен организмĕсене те мĕнле витĕм кÿнине пĕлеймĕн. Аслăрах çулхисем пирки вара каламалли те çук. Сахăр диабечĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав органĕсен тата ытти хăшпĕр чирсем вакка чăмма юраманнин сăлтавĕсем шутланаççĕ.

Сивĕре ачасене шыва кĕртме сĕнместпĕр, вĕсен ÿт температурине йĕркелес тытăм аталанса çитмен. Питĕ хăвăрт тăм илме е шăнса кÿтме пултарнăран ашшĕ-амăшĕ сиссе те юлаймасть. Ача пневмонипе, менингитпа, тĕп нерв тытăмĕн ытти йывăр чирĕсемпе аптăрасран хăрушă.

Уяв инкеке ан куçтăр тесен Кăшарнире шыва кĕрекен кашни çыннăн хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалла. Организма хатĕрленме тăтăш бассейнра ишни, ăшăпа сивĕ шыва ылмаштарса душ кĕни, сивĕ шывпа чÿхенни аван пулăшать. Кăшарнире ятарласа çирĕплетнĕ, хăрушсăр вырăнта кăна вакка чăмма юрать. Шыва кĕриччен малтан хусканусем туса кĕлеткене лайăх ăшăтмалла. Тÿрех пуçпа ан чăмăр, пуç мимин тымарĕсем тăрук пĕрĕнессинчен сыхланăр. Виçĕ хутчен чăмса илсен çитет, шывра пĕр минутран ытла пулма сĕнместпĕр. Тухсан çийĕнчех типĕ алшăллипе шăлăнăр та ăшă тум-тир тăхăнăр. Вĕри чей е кофе ĕçни хăвăртрах ăшăнма пулăшать.

Алкогольлĕ шĕвексене шыва кĕриччен те, тухсан та вуçех ăша яма юрамасть. Алкоголь юн тымарĕсене сарса ярать, çапла майпа организм ăшша ытларах çухатать. Сигарет никотинĕ те юн çаврăнăшне пăсса ăшă тартать.

Енчен те хăвăра япăх туйрăр-тăк, хăвăртрах пулăшу ыйтмалла. Кăшарни тĕлне ятарласа вак каснă вырăнсенче васкавлă пулăшу бригадисем дежурствăра тăраççĕ.

Елена ЕГОРОВА,

медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин республикăри центрĕн врачĕ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика