Япăххи аякран ирттĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.06.2021, 09:14 Просмотров: 517

Чăн-чăн çулла, шăрăх. Уçăлăх шыраса çынсем шыв-шур хĕрринелле туртăнаççĕ, çав шутра – ачасемпе çамрăксем те. Çавăнпа та МЧС çине-çинех асăрхаттарать: пĕве-кÿлĕ, юханшыв – пысăк хăрушлăх вырăнĕ.

Шыва кĕмелли тапхăр пуçланнăранпа республикăра пилĕк çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, инкеке лекнисенчен пĕри – ача.

– Уйăх пуçламăшĕнче, ак, Шупашкарта çăлавçăсем Кукшум пĕвинчен 30-ти арçыннăн виллине кăларнă. Тепĕр икĕ кунтан Вăрнарта сарăмсăр инкек çырăннă: ятарласа хатĕрлемен вырăнта 50-ри арçын, ÿсĕрскер, шывран тухайман. Элĕкре вара 60-ти арçын, Шупашкарти пĕр пляжра 14-ри çамрăк путса вилнĕ. Арçын ача хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле аслисемсĕрех ишнĕ пулнă, – пĕлтерет Раççей МЧС-ĕн республикăри Тĕп управленийĕ.

Куратпăр, асăрханулăх çинчен мансан шыв чăнахах та çав тери хăрушă пулма пултарать. Кану савăнăç кăна кÿтĕр, япăххи аякран ирттĕр тесен çăлавçăсем сĕнекен правилăсене пăхăнмаллах:

Ятарлă, шанчăклă вырăнсенче кăна шыва кĕрĕр. Пĕлмен çĕрте авăрсем, тарăн шăтăк-путăксем, çыхлантаракан курăк, сивĕ çăлкуçсем, вăйлă юхăм е ытти пулма пултарать.

Эрех ĕçсен шыв çывăхне пыма юрамасть – ÿсĕрсем уйрăм хăрушлăхра.

Ишме пĕлместĕр-тĕк, вĕрсе хăпартнă матрацсемпе, хăмасемпе ан усă курăр. Тĕрĕссипе, ишме пĕлменнисен шыва пилĕк таран кăна кĕмелле.

Шывра чăмса, пĕр-пĕрне путарса ан ашкăнăр. Ачасене те иртĕхессинчен асăрхаттарăр.

Каçхине е çĕрле пĕччен шыва кĕмелле мар – тĕттĕмре çыранран аякка ишсе кайма пултаратăр. Хăраса ÿкни вара – инкексен тепĕр сăлтавĕ.

Çак чи ансат правилăсене уяни те инкеке асăрхаттарма пулăшать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика