Паянхи кун суту-илÿ тытăмĕнче ĕçлеме çăмăл мар. Поселок-хуласенче кăна-и, ялсенче те хăшĕ-пĕринче халĕ темиçешер лавкка. Апла пулин те, çивĕч конкуренцие пăхмасăр, нумайăшĕ ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
Калинино райповĕн Малти Ишекри лавккинче тăрăшакансене те ырламалла кăна. Вĕсем тавар туянакансемпе ăшпиллĕн калаçаççĕ, тараватлăн йышăнаççĕ.
Сутуçăри чи пысăк опыт Маргарита Семенован, потребкоопераци тытăмĕнче 30 çул ытла вăй хурать. Маларах Хапăсри магазинта ĕçленĕ, 1992 çултанпа – Малти Ишек лавкка заведующийĕ.
Маргарита Александровна ĕçчен те вăр-вар хĕрарăм. Пуçлăхсем вăл ертсе пыракан коллектив кăтартусене пур енлĕн пурнăçланипе кăмăллă. Таварçаврăнăш планне çулсерен тултараççĕ, эмел курăкĕсем хатĕрлессипе, кивĕ хут, çĕтĕк пуçтарассипе тимлеççĕ.
Чăннипех те профессие парăннă çын. Районти потребкоопераци тытăмне аталантарассишĕн чунне парса тимлет.
– Лавкка чĕрĕ чун пекех, пĕрре хăнăхатăн та, чĕре кунтах туртать. Çитменнине, коллектива халĕ çемье пекех шутлатăп, пĕрле чылай çул ĕçлетпĕр те. Татьяна Ивановна Петровапа, акă, юнашар вунă çул тăрăшатпăр. Пĕр-пĕрне çур сăмахран тенĕ пек ăнланатпăр. Людмила Петрова та питĕ маттур. Килĕштерсе ĕçлетпĕр, – тет кăмăллăн Маргарита Александровна. – Ял çыннисем те питĕ кăмăллă. Малти Ишекре туслă халăх пурăнни килĕшет. Ĕçченлĕхĕпе те яланах палăрнă вĕсем.
Пĕр пăхсан, сутуçăсен ĕçĕ питĕ çăмăл пек туйăнать, анчах та вĕсен тавара сутнисĕр пуçне кашни япалана шутра тытмалла, сроксене тĕрĕслесе тăмалла, сентресем çине вырнаçтармалла тата ытти те. Кассăпа ĕçлесси те çĕнелсе пырать.
Нумай çулхи ырми-канми ĕçшĕн Маргарита Александровнана Чăвашпотребсоюзăн, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, «Раççей потребительсен кооперацийĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн» паллăпа чысланă, ятне Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ.
Юратнă ĕç телей кÿрет. Çакна Малти Ишекри лавкка коллективĕн тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
Ноябрь 2024 |