Вĕренекенĕмсем – манăн мухтав

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.07.2021, 13:14 Просмотров: 445

– Професси вăл маншăн – ĕç кăна мар. Юрă-кĕвĕ тĕнчи, ун асамлăхĕпе ачасене илĕртме май пулни, тĕрĕссипе, – пĕтĕм пурнăç, – çĕкленÿллĕн калаçать юратнă ĕçĕнче телей тупнă Елена Сухарева, Вăрнарти искусствăсен шкулĕн преподавателĕ. Тĕлĕнмелле талантлă çын вăл. Юрлас ăсталăхĕ профессионаллă шайра, музыкăна туйни-ăнланни вара çутçанталăк панă тупра тейĕн. Çак пуянлăха вăл вĕренекенĕсенчен кашнинпе пайлать.

Хăйĕн пекех юрă-кĕвве чун-чĕре витĕр кăларса куракансем патне çитерме хăнăхтарать. Елена Сухарева таланчĕпе район тулашĕнче те паллă, ят-сумĕ Раççей таранах çĕкленнĕ.

Чи пысăк шайри конкурссемпе фестивальсен çĕнтерÿçи. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Нумаях пулмасть республикăра пĕрремĕш хут иртнĕ «Эпĕ – хĕрарăм» конкурсра та район чысне тивĕçлĕ хÿтĕлерĕ.

Елена Алексеевнан пĕтĕм пурнăçĕ музыкăпа пĕр тĕвве çыхăнни ăнсăртран мар. Çÿлти Турă пÿрнинчен иртменни тĕрĕс те. Ача чух хăй те Вăрнарти искусствăсен шкулĕн хор уйрăмне юратса çÿренĕ. Ума професси суйлавĕ тухса тăрсан иккĕленÿ пулман^ пĕр çул кăна – музыка училищи. Професси пĕлĕвне илсен те аякка каяс темен, çуралнă тăван тăрăхрах юрăхлă пулас, ачасемпе ĕçлес ĕмĕтпе хавхаланнă. «Çапла тăван шкулах таврăнтăм, хама музыка вăрттăнлăхĕсене уçса панă преподавательсем манăн ĕçтешсем, пулăшуçăсем, çывăх юлташсем пулса тăчĕç», – аса илет вăл вĕрентÿ ĕçĕн пуçламăшне.

Пĕрремĕш утăмсем тунăранпа 23 çул иртнĕ ĕнтĕ. Ăсталăхне вĕçĕмех туптакан преподаватель ĕçрен уйрăлмасăрах аслă шкулта музыка учителĕн специальноçне вĕреннĕ. Чи малтанах хор ушкăнĕпе тимленĕскер, ачасене эстрада хайлавĕсене тата уйрăммăн юрлама вĕрентме те хушма хатĕрленÿ витĕр тухнă. Тĕрĕссипе, профессири пĕтĕм пурнăçĕ унăн – çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ. Ачасен те, хăйĕн те. Елена Алексеевна тĕрлĕ çулсенче «Искусствăсен шкулĕн чи лайăх преподавателĕ» конкурсăн регионти турĕн, педагогика ăсталăхĕн Раççейри «Престиж» фестивалĕн чылай номинацийĕн çĕнтерÿçин ятне тивĕçнĕ. Республика, Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕсене активлă хутшăнать% ĕçтешĕсем умĕнче докладсем вулать, музыка вĕрентĕвĕ енĕпе хăйĕн хаклă опычĕпе паллаштарать, профессире аталанма пулăшакан статьясем пичетлет. Талантлă çын пур енĕпе те пултаруллă текен каларăш чăннипех те ун çинчен.

Сумлă наградисем те çакнах çирĕплетеççĕ. Елена Сухаревана Чăваш ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕпе, ЧР Культура министерствин, Патшалăх Канашĕн, Культура ĕçченĕсен профсоюзĕн комитечĕн Хисеп грамотисемпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Гранчĕпе, ытти наградăсемпе чысланă. Апла пулин те Елена Алексеевна хăйĕн мар, вĕренекенĕсен ÿсĕмĕсемшĕн пуринчен ытла савăнать. Вĕсен çитĕнĕвĕсенче чунтан тухакан ĕçĕн паха çимĕçне курать. Вăл ертсе пыракан «Синяя птица» ача-пăча хорне, акă, 2014 çулта «Тĕслĕхлĕ ача-пăча коллективĕ» хисеплĕ ят панă. Ку коллектив – Раççейри «Шуçăм», «Песни Родины», «Хамăрьял юррисем», «Тăван ен», ытти конкурс-фестивальсен çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсем. «Деffчонки» ансамблĕн çамрăк артисчĕсен те малти вырăнсен шучĕ çук% Раççейри «Рассвет», «Иволга», регионсем хушшинчи «Музыка – душа моя», ытти фестивальсенче.

– Манăн вĕренекенĕмсем – манăн мухтав. Кашнинпе мăнаçланатăп вĕсемпе. Пурте малашлăхра музыкантсем ан пулайччăр, анчах юрă-кĕвĕ вĕсене кирек мĕнле сферăра та малта пыма, пурнăç çулĕпе хастар утма çунатлантарĕ,– шанать мухтава тивĕçлĕ вĕрентекен.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика