Спортри çăлтăрлă çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.08.2021, 14:21 Просмотров: 751

Чăваш самбисткин Вера Лоткован спортри çитĕнĕвĕсем пирки теле-радиохыпарсенче, республика хаçачĕсенче кашниех курнă, илтнĕ, вуланă, ахăртнех. Анчах та вăл Вăрнар районĕпе çав тери çывăх пулнине пĕлсех каймаççĕ пулин.

Пултаруллă спортсменкăн амăшĕ, Лилия Филипповна, Вăрнарта çуралса ÿснĕ. Унăн амăшĕ, Раиса Александровна Алексеева, Кăмашран тухнăскер, ĕмĕрĕпе ял хуçалăх техникумĕнче вăй хунă, куçăмсăр уйрăмăн заведующийĕ пулнă, студентсенче ветеринари дисциплинине çирĕппĕн хывнă. Унăн мăшăрĕ те, Филипп Романович Ластухин, юнашарах тимленĕ. Вăл пултарулăх енне ытларах туртăннă, нумай çул техникумăн художество руководителĕнче тăрăшнă. Шел, унăн пурнăçĕ пилĕк çул каялла татăлнă. Анчах та пурăннă чухне виçĕ хĕрĕпе икĕ ывăлне кăна мар, мăнукĕсене те тивĕçлĕ воспитани пама, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма пулăшнă.

– Мăнуксем килсе савăнтарни кăмăла питĕ çĕклет. Вера, акă, ача чухне Вăрнартах ÿсрĕ тесен те йăнăш мар, мĕнпур каникула кунта ирттернĕ, – терĕ Раиса Александровна.

Паллах, мăнукĕ пурнăçра хăйĕн тĕллевне тупни ăна питĕ савăнтарать. Пулмасăр! Вера Лоткован спортри çитĕнĕвĕсем çав тери курăмлă-çке!

Самбо кĕрешĕвĕпе спортсменка Слава куккăшне пула туслашнă. Шăпах вăл ăна «Четра» спорт шкулне илсе килнĕ. Çитменнине, ашшĕ те, Сергей Викторович, çамрăк чухне самбăпа кăсăкланнă иккен. Сергей Пегасов тренер ăсталăх хывнипе пултаруллă хĕрача вунтăватă çултан тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма пуçланă, кашнинчех призлă вырăнсене йышăннă.

Сумлă чап ун патне 2014 çулта çитнĕ. Чăваш хĕрĕ ун чухне Чулхула облаçĕнче Раççейри кадетсем хушшинче иртнĕ турнирта ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çав çулах 16 çултан кĕçĕнрех кĕрешÿçĕсем хушшинче Кăнтăр Корейăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта çĕнтерÿ пьедесталĕн пĕрремĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ. Вăл Таиланд, Китай, Франци, Япони спортсменĕсене парăнтарма мехел çитернĕ.

9-мĕш класс пĕтерсен Вера В.М.Краснов ячĕллĕ Олимп резервисен училищинче ăсталăха туптанă. Халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультечĕн студентки.

Республика тата Раççей чысне вăл чылай шайри ăмăртура тивĕçлĕ хÿтĕленĕ. 2015 çулта Ригăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта – 1-мĕш! Тепĕр çултан Парижра пулнă, Европăри çамрăксен чемпионатĕнче – 1-мĕш! Çĕршыв команди йышĕпе Сербире тĕнчери юниоркăсен чемпионатĕнче – 1-мĕш. Испанире иртнĕ Европа Кубокĕнче икĕ хут – 2017 тата 2019 çулсенче – ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ.

Тăрăшулăхĕ, тĕллевлĕхĕ унра чăннипех те иксĕлми. Çĕнтерÿ патне туртăнниех ăна тĕнче класлă спорт мастерĕн ятне илме май панă.

Пĕлтĕр вăл, акă, Шупашкарта Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ Раççей чемпионатĕнче чаплă çĕнтерÿпе палăрчĕ. Унта 69 регионти чи вăйлă 652 самбист хутшăннăччĕ. Вера Лоткован хăйĕн виçе категорийĕнче финалта тĕнче тата Европа чемпионкипе Диана Рябовапа кĕрешме тивнĕ. Нумайăшĕ хăнан вăйне ытларах шаннă, çавăнпа та чăваш хĕрачи ăна парăнтарсан пурте тĕлĕнсе савăннă.

Вера Лоткован спортри çулĕ чăннипех çăлтăрлă. Пĕлтĕр вăл çĕр çинчи чи вăйлă самбистсен ăмăртăвне – Тĕнче Кубокне – хутшăнма тивĕçнĕ. Финалта Румыни хĕрне 8%0 шутпа парăнтарса тĕнче чемпионĕ пулса тăнă.

Вера Лоткова – тивĕçлипех Чăваш ен мухтавĕ, пуласлăхĕ. Ун тымарĕсем пирĕн районтан пулни пушшех те мăнаçланма хистет.

Çакна та палăртмасăр иртме çук% ку йăхран тепĕр паллă спортсмен та тухнă. Вăл Вячеслав Ластухин – Филипп Романовичăн пĕртăванĕн ывăлĕ. Шел, Вячеславăн пурнăçĕ çамрăкла сарăмсăр татăлчĕ. Анчах та вăл йывăр атлетикăра хăйĕн ятне ĕмĕрлĕх хăварма пултарчĕ. Вячеслав Ластухин – Раççей, тĕнче турнирĕсен çĕнтерÿçи. 2011 çулта Китайри Шеньжень хулинче иртнĕ Универсиадăра штанга йăтассипе 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Пурăннă пулсан çитĕнĕвĕсем татах та пысăкрах пулмаллаччĕ...

Светлана ЧИКМЯКОВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика