Мендельсон маршĕ ытларах янăрать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.08.2021, 13:39 Просмотров: 376

Кайăк-кĕшĕк те, карта юпи те мăшăрлă, теççĕ. Этем те хăйĕн иккĕмĕш çуррине тĕл пулма васкать. Тур çырни алăк умне килсен çемье çавăрать.

Кăçалхи çичĕ уйăхри кăтартусене тишкерсен çакă паллă – Чăваш енри ЗАГС органĕсенче мăшăрланни пирки 2995 акт çырнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан çак кăтарту 753 чухлĕ (33,6 процент) пысăкрах. Çемье çавăрнă пирки чи нумай акт Шупашкар хулин администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕсенче регистрациленĕ – 539. Ленин тата Мускав районĕсенче – 340 тата 312. Палăртмалла, хулан Калинино районĕн администрацийĕнче те сахал мар – 299. Çĕнĕ Шупашкарти кăтарту – 302, Канаш хулинчи – 201.

Яллă тăрăхсенче пĕччен пурăнакансем те мăшăрлă пулма тăрăшнă. Малта Шупашкар районĕ, кунти ЗАГСра çемьеленни çинчен 154 акт регистрациленĕ. Патăрьел енче – 90, Çĕрпÿ тăрăхĕнче – 90, Вăрнар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче – 56-шар тĕслĕх.

Елена ТОЛСТОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика