«Август» компани ачасене ишме вĕрентес тĕллевлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.08.2021, 13:39 Просмотров: 438

Кăçал Вăрнарта пуçласа ишев секцийĕ уçăлчĕ. Вăл «Химик» спорт клубĕ çумĕнче мартран тытăнса ĕçлет, занятисем «Август» компанин бассейнĕнче пыраççĕ.

Секцие 3–16 çулсенчи 150 ача çÿрет. Пĕрремĕш уйăхсемпе танлаштарсан шывра паян вĕсем пурте шанчăклăн ишеççĕ.

Унччен маларах Вăрнарта нихăçан та пулман та – 2018 çулта «Август» компани хăйĕн укçи-тенкипе бассейн çĕклесен, ун ертÿлĕхĕ кунта ачасене ишме вĕрентес тĕллевлине тÿрех палăртрĕ. Анчах та пурнăç Вăрнарта ĕçлеме килĕшекен тренерсене тупма йывăррине кăтартса пачĕ. Акĕ мĕн пĕлтерет «Химик» спорт клубĕн председателĕ Евгений Захаров:

– Бассейн уçăлнăранпах мана опытлă, квалификациллĕ тренер тупас шухăш канăç памарĕ. Вăл ачасене те, аслисене те ишев мелĕсене хăнăхтарма пултарĕ тесе хавхалантăм. Пĕрремĕш çулхине эпир Чăваш енри специалистсене чĕнтĕмĕр. Шупашкартан тата Çĕнĕ Шупашкартан 25 çула та çитмен çамрăксем, спорт мастерĕн кандидачĕсем, виççĕн килчĕç. Вĕсене йăлтах килĕшрĕ: бассейн та, ытти спорт объекчĕсем те, эпир ыйтусене мĕнле татса пама тăрăшни те, анчах та Вăрнарта ĕçлесе пурăнма нихăшĕн те кăмăл пулмарĕ. Çамрăксем хуларах тĕпленесшĕн. Ку кăмăла пăсрĕ, çавăнта та ыйтăва вăхăтлăха «сирме» тиврĕ. Пандеми тапхăрĕнче бассейна пилĕк уйăхлăха хупни татăклă йышăнусем тума май пачĕ. Заводăн персоналпа ĕçлекен пай пуçлăхĕн Игорь Ивановăн (вăл та ишевпе хытă кăсăкланать) сĕнĕвĕпе рекрутинг сайтĕнче пĕлтерÿ вырнаçтартăмăр. Тренерсене хамăр республикăра çеç мар, Хусанта, Чулхулара, Саранскра, Йошкар-Олара шырарăмăр. Шыври поло, аквааэробика енĕпе тимлекен специалистсенчен резюмесем килчĕç, вăл йышра пире кирлĕ кандидатсем те пулчĕç, анчах та вĕсен вăл е ку сăлтавпа Вăрнара куçса килес килменни палăрчĕ.

Ăнсăртран резюме Ташкентран çитрĕ. Константин Лягин – ишессипе спорт мастерĕ, 1-мĕш разрядлă спортсменсене, спорт мастерĕсене тата кандидачĕсене çитĕнтернĕ. Вăл мăшăрĕпе, ишев енĕпе Хабаровск крайĕн тĕп тренерĕпе, Вăрнара килме хатĕр иккен.

Вăрнарта, Шупашкарта пулса курнă, кăшт вăхăт шухăшланă хыççăн мартра Лягинсем пирĕн патра ĕçе пуçăнчĕç. Эп вĕсемпе питĕ кăмăллă. Çак шухăшах ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем те палăртаççĕ.

Кĕçĕннисем ишев техникин ăсталăхне ăнăçлă хăнăхаççĕ. Хальхи вăхăтра медицина пÿлĕмĕ валли лицензи илессипе ĕçлетпĕр. Капла Вăрнарти бассейнра республика ăмăртăвĕсене е çÿллĕрех шайри турнирсене ирттерме май пулĕ.

Паллах, ăнăçу тренерсенчен çеç мар, ачасенчен хăйсенчен те нумай килет. Ишме вĕренессине йĕркеленишĕн савăнатăп. Ку шыв çинче инкексем пулассине чакарма та май парĕ. Çак ĕç савăк кăмăл-туйăм тата пысăк усă кÿрессе шанатăп, – терĕ вăл.

Константин Олегович Лягин тренерпа мăшăрĕ, Екатерина Юрьевна, нумай çул Ташкентра, унтан çичĕ çул Хабаровскри профессионаллă клубра ачасемпе ĕçленĕ.

– Эп Ташкентра çуралнă, ишевпе манăн пĕтĕм пурнăç çыхăннă. Анне – ишев енĕпе тава тивĕçлĕ тренер, çавăнпа та эп бассейнра çуралнă тесен те йăнăш мар. Пĕчĕкренех спортсменсемпе пĕрлехи тренировкăсене, ăмăртусене çÿренĕ, кайран хам та ку тĕспе кăсăкланма тытăннă. 13-ре чухне СССР пĕрлештернĕ командине лекнĕ. Ман çамрăклăх тĕпрен илсен Мускавра тата Мускав облаçĕнче иртнĕ, СССР пĕрлештернĕ командисен «Озеро Круглое» тренировка центрĕнче пиçĕхнĕ. Вăл тапхăрти манăн чи пысăк çитĕнÿ – СССР-па ГДР матчĕнчи çĕнтерÿ. Шкул çулĕсенче çĕршыври мĕнпур ăмăртура çĕнтернĕ. Хыççăн аннене тренировка ĕçĕнче пулăшнă, профессие ăнланас тенĕ. 1992 çулта Узбекистанри патшалăх физкультурăпа спорт институтне вĕренсе пĕтернĕ. Хамăн воспитанниксем тупăнчĕç, вĕсемпе тĕрлĕ пьедесталсене çĕнме ăнтăлнă. Тренер ĕçĕнчи пĕрремĕш ăнăçу – манăн виçĕ вĕренекене 1998 çулта Мускавра иртнĕ çамрăксен 1-мĕш Олимп вăййисене хутшăнма командăна илни. Çакă, паллах, хавхалантарчĕ. Хыççăн ман вĕренекенсем тĕнче чемпионачĕсене, Олимп вăййисене хутшăнма тытăнчĕç. Ази регионĕнче (Вăтам Ази, Китай, Япони, Корея кĕнĕ) ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ, призерсем пулса тăнă. 2002 çулта ман воспитанник Ази вăййисенче (сумĕпе – Олимп вăййи хыççăн тăрать) çĕнтерчĕ. Кун хыççăн мана Хабаровска, уйрăм çыннăн ишев профессионаллă клубне чĕнсе илчĕç. Хамăн тренер вăйне Раççейре тĕрĕслесе пăхас терĕм, мĕншĕн тесен кунта конкуренци пысăкрах.

Çапла Хабаровск крайĕ 2019 çулта историре пуçласа Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен спартакиадинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Мускавпа Санкт-Петербург хыççăн. Пĕлтĕр эпир аннене курма Ташкента таврăнтăмăр. Пандемие пула унта çулталăклăх тытăнса тăтăмăр. Хабаровскри контракта климат условийĕсене кура тăсмарăмăр.

Чăваш ен пирки илтнĕ, паллах, анчах культури, йăли-йĕрки пирки пĕлмен. Кунта эпир кĕтнĕ пекех лăпкăлăх, ăнланулăх хуçаланать. «Химик» спорт клубĕн, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ертÿлĕхĕпе пĕр чĕлхе тупрăмăр. Пире валли мĕнпур услови туса хунă. Вăрнарти бассейн питĕ чаплă. Вăл хăтлă, çутă, дезинфекци технологийĕ çÿллĕ шайра, шыв пахалăхĕ пысăк. Çакă пире кунта куçма хистерĕ те пулĕ.

Эпĕ Инçет Хĕвелтухăç регионĕсенче, Волгоград облаçĕнче ĕçленĕ. Чăваш ен вĕсенчен кунти ачасем лăпкă та воспитаниллĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Дисциплина ыйтăвĕ çине вăхăт сахал пĕтеретĕп, – пĕлтерет Константин Олегович.

Екатерина Юрьевна Лягина пĕрремĕш специальноçĕпе юрист. Мăшăрĕпе ĕçлеме пуçласан Инçет Хĕвелтухăçĕнчи патшалăх физкультурăпа спорт академийĕнчен вĕренсе тухнă. Ăна ишев енĕпе Хабаровск крайĕн тĕп тренерне çирĕплетнĕ. Ку тĕсе регионта аталантарассине пысăк тÿпе хывнă, спорт хатĕрленĕвĕн центрĕнче вăй хунă.

Лягинсен Вăрнарта та графикĕ тулăх. «Ушкăнсем йĕркеленнĕ пулин те, секцие çырăнас текенсем чылаййăн. «Август» компани тренировка процесĕ валли лайăх условисем туса хунă, спорт инвентарĕ енчен ыйтусем çук. Пире пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерчĕç, йăлари ыйтусене татса пачĕç. Шалу лайăх. Çавăнпа та ĕçлес, хамăрăн воспитанниксемпе чаплă результатсем тăвас кăмăл пысăк», – терĕç Екатерина Юрьевнапа Константин Олегович.

Людмила Иванова.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика