Хисеплĕ ята – ырă ĕçпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.08.2021, 13:40 Просмотров: 462

Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Кăмашри сысна комплексĕн ветеринари врачне Иван Егорович Ермолаева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» ята панине кăмăлтан савăнса йышăнтăмăр.

Вăл ку хисепе чăннипех тивĕç. Выльăхсене сиплес ĕçре нумай çул ырми-канми тăрăшать. Хăйĕн юратнă профессийĕпе мĕн вĕренсе тухнăранпах тимлет. Аслă пĕлĕве вăл Хусанти ветеринари институтĕнче илнĕ.

Ырă та хисеплĕ ята тивĕçме ăна чуна парса тимлени, пĕтĕм ĕçе тĕплĕн туни, предприяти пуласлăхĕ-аталанăвĕшĕн тăрăшни пулăшнă. Эпир уншăн питĕ савăнатпăр, ăна саламлатпăр. Çăмăл мар ĕçре тата та çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Афанасьевсем.

Çăкаллă Явăш.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика