Вырма – яваплă тапхăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.08.2021, 13:40 Просмотров: 418

Пиçсе çитнĕ сар тыррине çĕр ĕçченĕн хăвăртрах пухса кĕртес килет. Кăçал шăрăх çанталăх чылай вăхăт тăнăран кашни пĕрчи хаклă. Пÿлмесене уй-хир ылтăнĕ ытларах кĕтĕрччĕ тесе ĕмĕтленет хресчен.

Юлашки кунсенче çумăр тăтăшах çурĕ. Уйсенче нÿрĕкрех. Хăшпĕр хуçалăхсен тырă типĕтмелли комплекс çук. Капла хир пуянлăхне çуркуннеччен пахалăхлă епле упрăн-ха; Çавăнпа та хăшпĕр аграрисем вырмана тухма тăхтаççĕ. Техника бази çирĕп-тĕк, уй-хир карапĕсем хăюллăнах сарă тинĕсре ишме пултараççĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 8465 гектар вырнă е плана 43,6 процент пурнăçланă. Пÿлмесене 16078 тонна тырă хывнă. Тухăç 19 центнерпа танлашать. Паллах, кĕрхисем çуртрисенчен вăйлăрах çитĕннĕ. Вăтам тухăç – 20,2.

Паянхи çанталăк условийĕсенче «Санары» агрофирма рекорд çапнă темелле, хуçалăхра кĕр туллине кашни гектартан 43 центнер илнĕ. Çуртрисен тухăçĕпе те агрофирмăн кăтартăвĕ начар мар.

Шăрăх çанталăк тăнă пулин те хурăнсур-çармăссен ырашĕ парка çитĕннĕ. Тухăç – 25 центнер. Çавалкассем кĕрхи тулла кашни гектартан вăтамран 22, çĕрпелсем 21 центнер вырса илнĕ. Валентин Павлов фермер хуçалăхĕнче тырă тухăçĕ 22 центнерпа танлашнă.

Каçалăксем катăлсах пыраççĕ. 18 ял хуçалăх организацийĕн кĕр тырри пуссисенче ĕç вĕçленнĕ. Аграрисенче тăрăшакансем çурхисене кĕске вăхăтра пухса кĕртессипе çанă тавăрса тимлеççĕ. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. Район ертÿлĕхĕ хуçалăхсем вырмара мĕнле тăрăшнине тимлĕхрех тытать. Уйсене час-часах тухса çÿрет.

Хресчен хура тара шăлсах тырă та вырать, выльăх апачĕ те хатĕрлет. Ирĕн-каçăн ура çинче. Халĕ акă тата тепĕр яваплă тапхăр çитрĕ. Пулас тухăç никĕсне хывса хăвармалла. Районти чи малтан кĕр акине «Знамя» хуçалăхра тухнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика