Кун йĕркинчен тухмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.08.2021, 13:41 Просмотров: 394

Роспотребнадзор COVID-19 хăрушă инфекци, вăл сывлăха пысăк сиен кÿме пул-тарнине аса илтерет.

Инфекционистсемпе эпидемиологсем пĕр шухăшлă% чирлекенсен шутне чакарма тата эпидемие путлантарма вакцинаци кăна пулăшать, вăл вирус çынран çынна куçас çулсене пÿлет.

Коронавирусран прививка тутарни йывăр чиртен хÿтĕленни çеç мар, çывăх çынсем тĕлĕшпе яваплăха туйни те, инфекцие сарăлма парас мар тени те.

Вакцинацие халăхра анлăрах сарас тĕллевпех иртнĕ эрнере районти Обществăлла канаш «çавра сĕтел» тавра пухăннă. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Петрова, Роспотребнадзорăн Канашри территорири уйрăмĕн пуçлăхĕ Олег Кузьмин, депутатсем, видеоçыхăну мелĕпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Надежда Петрова хăрушă чир çулне прививка тутарни кăна пÿлнине аса илтернĕ. Больницăн ковид корпусĕнче хамăр ентешсем çеç мар, ытти районтан та чылаййăн сипленнине палăртнă. Ун сăмахĕсемпе, чирлекенсем хушшинче вакцинаци тутарнисем те пур, анчах вĕсем ыттисенчен хăвăртрах сывалаççĕ. Надежда Владимировна тĕнчере коронавирусăн çĕнĕ штамĕсем вăй илсе пынă тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулмаллине, вакцинаципе хÿтĕленмеллине каланă.

Ку шухăша канашлăва хутшăнакансем ыттисем те пĕлтернĕ. Депутатсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен халăха вакцинацин ырă енĕсем çинчен ăнлантармалла тенĕ, интернетра, çынсем хушшинче çÿрекен тĕрĕс мар шухăшсене итлемелле маррине каланă.

Районта, пĕлетпĕр ĕнтĕ, прививка пÿлĕмĕсем иккĕ% райбольницăн поликлиникинче тата «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче. Унсăр пуçне, мобильлĕ икĕ бригада ĕçлет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика