Çурт çуннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.01.2018, 10:08 Просмотров: 475

Иртнĕ эрнере районта вут-çулăм айăпĕпе тухнă тепĕр инкек хушăннă. Январĕн 16-мĕшĕнче Кĕçĕн Кипекри пĕр хуçалăхри çурта çулăм тивсе илнĕ. Çакăн çинчен пушар хуралне ирхине 7 сехет тĕлĕнче пĕлтернĕ. Йывăç çурта çăлса хăварма май килмен – тавраллах сарăлнă «хĕрлĕ автан» тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса кĕллентернĕ. Раççей МЧС-ĕн республикăри управленийĕн информацийĕ тăрăх, малтанхи тĕрĕслевсем хыççăн инкек электропроводка юсавсăрлăхне пула тухма пултарнă тесе шутлаççĕ.

Хĕлле çуртсемпе хваттерсене хутса ăшăтма электричество приборĕсемпе ытларах усă курма тытăнатпăр. Çавна май ку тапхăрта хăрушлăх ÿсет. Пушарсене асăрхаттармалли правилăсене çирĕп уяни кăна кил-çурта сыхласа хăварĕ. Правилăсем вара питĕ ансат. Хăвăр тĕллĕн ăсталанă приборсемпе пÿлĕмсене ăшăтма юрамасть. Электричествăпа ĕçлекен ăшă приборĕсене çунман тĕревсем çине вырнаçтармалла, унăн провочĕ хăйне лекмелле мар. Кунсăр пуçне прибора туяннă чух авариллĕ лару-тăрура сÿнтерекен автоматика пуррине тĕрĕслĕр. Ĕçлекен ăшă приборĕсене нихăçан та асăрхавсăр ан хăварăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика