Хисепе тивĕçлĕ çын

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.01.2018, 10:09 Просмотров: 420

Юратнă анне, ылтăн чĕреллĕ хуняма, ырă кăмăллă кукамай, çепĕç чунлă ват кукамай… Мĕн тери илемлĕ сăмахсем! Кам пирки-ши вĕсем; Паллах, ку сăмахсем Анастасия Семеновна Быкова çинчен! Вăл Вăрнар районĕнчи Ишлĕ ялĕнче çуралнă.

Унăн пурнăçĕ çăмăлах пулман. Аçăмçырминчи шкула 5 çул çÿренĕ, урăх вĕренеймен. Çуралнă килĕнче тĕрлĕрен урапа-çуна ăсталанă.

Ашшĕ – Семен Васильевич, амăшĕ – Евдокия Леонтьевна çав тери правур та ĕçчен çынсем пулнă. Ачисене мĕн пĕчĕкрен килте, халăх çинче хăйсене килĕшÿллĕ тытма, тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă.

– Аттепе анне ача чухнех ырă ăс пани, тĕрлĕ ĕçе вĕрентни кайран пире питĕ кирлĕ пулчĕ. Атте, патша çарĕнче 25 çул пулнăскер, нумаях пурăнаймарĕ, анне 94 çула çитрĕ. Анчах та вĕсем ĕмĕрĕсене колхоза кĕмесĕрех ирттерчĕç, – аса илет Анастасия Семеновна.

Вун çиччĕ тултарсанах Наçтипе Юпшик Ялтăрари Унтри пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Анчах пĕрле нумаях пурăнаймаççĕ – вăрçă пуçланать. Ялти мĕнпур вăй питти арçынсемпе пĕрле Унтри те Германи вăрçине тухса каять, Тăван çĕршывшăн çапăçса пуçне хурать.

Нумая пыман Наçтин телейĕ, юратнă мăшăрĕнчен ача çуратма та ĕлкĕреймен. Вăл тăван килне таврăннă. Çав вăхăтра ялта ĕç нумай пулнă. Наçти вăрман ĕçне хутшăннă. Çăка касса, хуппине сÿсе, шывра тытса курăс тунă. Лайăх ĕçлекен Наçтие бригадир ĕçне шаннă.

– Вăрçă тухсан окоп чавнă çĕрте сахал мар нуша курнă, – калаçăва малалла тăсать Анастасия Семеновна.

Ăçта кăна вăй хуман пулĕ Наçти – пур çĕрте те малти ретре пулнă.

Вăрçă чарăнсан Наçти Мачамăш йĕкĕтне Николай Быкова качча тухнă. Вĕсем пилĕк хĕрпе икĕ ывăл ÿстереççĕ. Наçтин мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Пурнăç урапи малаллах кусать. Ачасем пурнăç çулĕ çине çирĕп тăраççĕ. Аслă хĕрĕ Нина Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç тăрăхĕнче выльăх тухтăрĕнче 30 çул ытла ĕçлесе пенсие тухать, Роза Шупашкар хулин экономикăпа технологи колледжĕнче тăрăшать, Лира Чăрăш Ишекре фельдшерта ĕçлет,  Лиля – Калинино салин пульницин тухтăрĕ, Галя тĕп хуламăрти шăл пульницинче, Володя Вăрнарти хими заводĕнче тата вăрман хуçалăхĕнче, Коля Çĕнĕ Шупашкарта çурт-йĕр тăвас ĕçре вăй хунă. Шел, Нинăпа Кольăн ĕмĕрĕсем кĕске пулчĕç, вăхăт çитмесĕрех пурнăçран уйрăлса кайрĕç.

Эпĕ Анастасия Семеновнăн аслă хĕрне – Нинăна – вăл Муркаш районне ĕçлеме килсен пĕрре курсах килĕштертĕм. ,лĕкхи йăлапа ăна вăрлас тесе Шетмĕпуçне машинăпах кайрăмăр – май килмерĕ.

– Манăн аттепе анне пур, вĕсемпе калаçмасăр сирĕн пата пыраймастăп, – терĕ мана пулас мăшăрăм. 1967 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Нинăпа калаçса татăлнă хыççăн, ăна çураçма кайрăмăр. Мана унăн ашшĕпе амăшĕ килĕштерчĕç. Çапла вара Нина манăн мăшăр пулса тăчĕ.

Юратнă мăшăрăм мĕн пенсие тухичченех выльăх тухтăрĕнче ĕçлерĕ, ăна ĕçри çитĕнÿсемшĕн сахал мар Хисеп хучĕпе, хаклă парнепе чысларĕç, Тава тивĕçлĕ выльăх тухтăрĕ ята тивĕçрĕ. Анчах йывăр чире пула 57 çултах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Вăл ялти хисеплĕ çынсенчен пĕриччĕ, пуринпе те хăйĕн ырă кăмăлне пайлама пĕлетчĕ, кирлĕ сĕнÿ парса хавхалантаратчĕ.

– Телее, ачасем пурте ăслă-тăнлă пулчĕç, пĕри те намăс кăтартмарĕ, – хĕпĕртет Анастасия Семеновна.

Чăннипех, савăнмалăх, мухтанмалăх пур. Халĕ вăл Шуркасси Ишекре Володя ывăлĕпе пурăнать. Килĕнче газ та, шыв та пур.

– Вутă хутса пÿрт ăшăтас çук, пенсие вăхăтра параççĕ, – тет вăл паянхи пурнăçа мухтаса.

Хĕрĕсем час-часах пырса çÿреççĕ. Тата ун йĕри-тавра миçе мăнук, миçе кĕçĕн мăнук! Куç тулли илем! Пурте ăна юратаççĕ, хисеплеççĕ, унпа мухтанаççĕ. Мĕн тери телей! Вĕсемпе мĕнле савăнмăн-ха;!

– Кайăк хитре тĕкĕпе, этем – ырă ăсĕпе, – тесе ахальтен каламан пулĕ ваттисем. Çын ĕмĕрĕнче ăс-хакăлĕпе шухăш-кăмăлĕ, чун пуянлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анастасия Семеновна хăй те ырă кăмăллă, пурне те  хăйĕн чун ăшшине парнелет. Унăн кашни сăмахĕ мĕн тери хаклă, пысăк пĕлтерĕшлĕ, сăваплă.

Анастасия Семеновна хăй вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕ, йывăрлăхсенчен хăрамасăр малалла талпăннă. Халĕ унăн сĕтел сунтăхĕнче тĕрлĕ награда упранать.

Анастасия Семеновна кăрлачăн 23-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ.

Илья ЯКОВЛЕВ.

Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика