Çыракансен, шутлакансен, пултаруллисен уявĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.01.2018, 10:10 Просмотров: 494

Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунне халалласа ирттернĕ Шупашкарти уяв – республикăри масс-медиа ĕç-хĕлне пĕтĕмлетекен çеç мар, ĕç коллективĕсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, курнăçса калаçма майлă самант та.

Уяв формачĕ çулсеренех тĕрлĕрен. Кăçал акă пухăннисене Ырăлăх йывăçĕ кĕтсе илчĕ: журналистсем тĕрлĕ тĕслĕ хăюсене ун çине çыхса ĕмĕтсемпе çунатланчĕç. Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕн фойине çавăн пекех Совет тапхăрĕнчи социаллă пурнăçĕн чи кирлĕ саманчĕсене çутатакан плакатсене хаçатсен пурнăçĕпе çыхăнтарнă тантамарескăсем кĕтсе илчĕç. Журналистсем, полиграфистсем, пичет изданийĕсене саракансем «Çĕнтерÿ çулĕн» стенчĕпе те ÿкерĕнме пултарчĕç. Калас пулать, тантамарескăсем валли сакăр хаçата кăна суйласа илнĕ, вĕсем – Раççей прессин ылтăн фондне кĕнисем, ытларахăшĕ – Паллăна кăçал тивĕçнисем.

Тĕрĕссипе, Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçачĕ ыррисен шутĕнче пулни савăнтарать. Тĕп редактор Вячеслав Николаев акă Пичет кунĕ ячĕпе ÿкернĕ видеороликра сăмах калама та тивĕçрĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» ята сцена çинчен темиçе хутчен те асăнни кăмăла хăпартлантарчĕ.

Уява хутшăннă май, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пичет ĕçченĕсене çынсен ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулнишĕн, гражданла яваплăха туйнишĕн тав турĕ. «Эсир социаллă политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне тытса тăрассине тÿпе хыватăр», – терĕ вăл. Влаç органĕсемпе журналистсем пĕр тĕллевлĕн – Чăваш ен аталанăвĕшĕн, пурнăç пахалăхне ÿстерессишĕн, çынсен хăйтуйăмлăхне лайăхлатассишĕн – ĕçленине палăртрĕ. «Сирĕн çамрăксене ĕçлени модăра пулнине вĕрентсе ÿстермелле», – терĕ Михаил Васильевич, журналистсене паха ĕç опычĕ, ĕç çыннисем çинчен ытларах çырма ыйтса.

Чăваш ен информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов тытăмри паллă пулăмсене илсе каларĕ. Пĕлтĕр чылай хаçат сумлă юбилейсене паллă тунă. Пĕтĕм издани Интернетра хăй вырăнне, вулаканне тупнă, виçĕ хаçат сайчĕ вара уйрăм массăллă информаци хатĕрĕ пек регистрациленнĕ.

Александр Степанович кĕнеке кăларассине сыхласа хăварасси, телевиденипе радио аталанса мала кайни, хаçатсем тĕрлĕ проектсене пурнăçлани çинчен ырласа калаçрĕ.

Чыслав вăхăтĕнче ытти редакцисенчи ĕçтешсемшĕн савăнтăмăр. Сцена çине Услапари почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Марина Андреева та тухма тивĕçрĕ. Ку должноçра вăл нумай çул тимлет. Вăл ертсе пыракан коллектив плансене яланах тултарать.  Марина Алексеевнана Чăваш ен информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика